Пятница, 19 апреля

Пĕлтĕр 34 пушар пулнă

Пĕлтĕр 34 пушар пулнă

Çĕнĕ çул — кашни килтех чăтăмсăррăн кĕтекен уяв. Анчах та вут-кăвартан асăрханас ĕç çине çиелтен пăхни пысăк инкек патне илсе пыма пултарать. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта кашни çулах пулаççĕ.

2019 çулта пирĕн районта 34 пушар пулчĕ /2018 çулта — 27 пушар/. Пĕтĕмĕшле тăкак 5 миллион та 979 пин тенкĕпе танлашать /2018 çулта — 10013326 тенкĕ/. Вĕсенчен 7-шĕ Комсомольски ял тăрăхĕнче пулнă. Час-часах пушарсем мĕнрен тата мĕншĕн тухни шутлаттарать. Пĕрремĕш вырăнта, çуртсенче электричество пралукĕсем кивелсе çитнипе е вĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса усă курманнипе /15 пушар/, иккĕмĕш вырăнта вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе /7 пушар/, виççĕмĕшĕнче мунча кăмакисене, мăрйисене тĕрĕс мар тунипе /4 пушар/, ача-пăча вут-кăварпа вылянипе /2 пушар/.
Хĕл ларчĕ, юр та çума пултарать, çил-тăвăл та тухма пултарать. Çакна пула ял урамĕсене, çурт-йĕр таврашне çине тăрсах юртан тасатса тăмалла. Çавăнпа пĕрлех пусăсем, шыв башнисем патне пымалли çулсене уçса хумалла, шыв илме витресем тытса тăмалла, тĕрлĕ паллăсем пулмалла. Çырма-кÿлĕсенче вакăсем касма манмалла мар. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен асăннă ыйтусене малти вырăнта тытмалла, яланах сыхă пулмалла.
Юлташсем, вут-çулăмран сыхланăр. Вут-кăвар тимсĕрлĕхе юратмасть.
М.ДРЯБЛОВ,
районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *