Чăн-чăн çăматă ăсти

Хĕл кунĕсем çитнĕ май ĕлĕкхи самантсем куç умне тухса пыраççĕ. Эпир ун чухне çамрăк пулнă, пушă вăхăтра урамран кĕмен тесен те тĕрĕсех пулать. Илемлĕ, хĕвеллĕ кунсенче йĕлтĕрпе чупма юрататтăмăр, юр тăрăх ашса футбол мечĕкне те хăваланă. Хоккей вылямалли площадкăсем ял тăрăхĕнче нумайччĕ. Вĕсене хамăрах юртан тасатса, тирпейлесе тăнă. Ун чухне шăнса пăсăлнă тĕслĕхсем ял ачисем хушшинче сахал пулнă.

Мĕн тăхăннă-ха эпир урана? Паллах, çăматă! Вăл çемьери кашни çыннăнах пулнă. Хĕл сиввинче урана шăнтса çÿрес мар тесе картиш тулли сурăх усранă, вĕсен çăмне касса çăматă хатĕрленĕ. Вăл утма меллĕ, питĕ ăшă пулнă. Анчах пирĕн ял лавккинче çăматă сутнине ас тумастăп. Çăматă маçтăрĕсем кашни ялтах пулнă, вĕсен паха пĕлĕвĕсем ламран лама куçса пынă.
Историе тĕпчесен, çăматă хатĕрлес ĕçе 18 ĕмĕрте пуçарса яни паллă. Ун хыççăн вăл çултан-çул аталанса, сарăлса пынă. Çăматăпа çÿрени урана ывăнтармасть, кăмпа чирĕнчен сыхлать, урасем, çурăм ыратнине ирттерет. Çара ура çине тăхăнса çÿрени юн çаврăнăшне лайăхлатать. Мышцăсемпе сыпăсем чирлĕ пулсан та çăматă пулăшать.
Йăлмахва ялĕнче çак пархатарлă ĕçе Вера Анисимова алла илнĕ. Вăл 1932 çулта Çĕнĕ Шăхран ялĕнче çуралнă, Йăлмахва каччипе Арсентий Анисимовпа çемье çавăрнă. Вера Андреевна колхозра бригадăра вăй хунă, малта пыракан ĕçченсен шутĕнче пулнă. Мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем.
Çăматă калăплама вĕренсе çитсен малтанхи вăхăтра хăйĕн çемйи валли хатĕрленĕ Вера аппа. Каярахпа çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме пикеннĕ. Ун патне кÿршĕ ялсенчен те çăматă тутарма килнĕ. Чăн-чăн ăста пулнă вăл, илемлĕ те меллĕ, нумай вăхăт чăтакан çăматăсем хатĕрленĕ. Çак ĕç пĕрре те çăмăл мар. Çакна валли питĕ пысăк чăтăмлăх, çирĕп сывлăх кирлĕ. Çăматă тунипе çеç çырлахса ларман Вера Андреевна, колхоз ĕçне куллен çÿреме те вăхăт тупнă.
«Ĕçчен çынна ял савать», — тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. Анисимовсен çемйи ялта чи хисеплисенчен пĕри пулнă. Паянхи кун Вера аппа пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, апла пулин те ăна ял халăхĕ яланах ырăпа çеç аса илет.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *