Четверг, 25 апреля

Палăк валли укçа пуçтаратпăр

Палăк валли укçа пуçтаратпăр

Декабрĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта республикăри пограничниксен 8-мĕш отчетлă конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикинчи пограничниксен «Пограничное братство» обществăлла организацийĕн председателĕ Анатолий Кушников доклад туса пачĕ. Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйту — Чăваш Енрен тухнă пур пограничниксене халалласа Шупашкарта палăк лартасси. Ку палăкăн эскизне туса хатĕрленĕ ĕнтĕ.
Конференцире февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурăнакан пур пограничникран та çак палăка туса лартма укçан пулăшу пуçтарма палăртнă. Кашни пограничникăн 500 тенкĕ тÿлемелле. Пирĕн районти кашни ял тăрăхĕнчех çак укçана пуçтаракансене палăртмалла. Вĕсен пуçтарăннă укçа-тенке мана е Г.Н.Филиппова памалла пулать. Тĕплĕнрех пĕлес тесен çак номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр: 8-960-300-38-05, 8-927-858-53-83. Пуçтарăннă укçана эпир республика шайĕнчи ертÿлĕхе паратпăр.
Пур пограничниксене те Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, ĕçĕрсенче ăнăçу сунатăп.
А.ТЕРЕНТЬЕВ,
«Пограничное братство» обществăлла организацин
районти уйрăмĕн председателĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *