Пятница, 3 февраля

«Пилеш» ача сачĕн юбилей

1969 çулта Комсомольскинче «Рябинушка» ача сачĕ уçăлнă. Тĕрлĕ вăхăтра унта çÿренисем ача садне халĕ те ăшшăн аса илеççĕ. Кун пеккисем вара — пинĕ-пинĕпе. Декабрĕн 20-мĕшĕнче ача сачĕ хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă турĕ.
50 çул… Учрежденишĕн ку — хаваслă пулăмсемпе, уявсемпе тата ачасен ăшă куллисемпе тулнă манăçми çулсем. Ача садне ахальтен мар иккĕмĕш кил теççĕ. Кунта ачасене ăшăлăхпа, тимлĕхпе хупăрлаççĕ. Шăпăрлансем пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренеççĕ, пĕрремĕш туссем тупаççĕ, тавралăхпа паллашаççĕ, хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ. Ача садĕнче иртнĕ çулсем ĕмĕрлĕхе асра юлаççĕ. Юратнă воспитатель, няня, урамри вăйăсем, уявсем — çаксене аса илсен çитĕннисен те пичĕсем ăшă кулăпа çуталаççĕ.
«Рябинушка» ача сачĕн коллективне район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Вăл В.А.Герасимовăна, Г.Н.Ильясовăна ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн тав хучĕпе чысларĕ. Халăх вĕренĕвĕпе наука ĕçченĕсен районти организацийĕн председателĕн çумĕ Ф.А.Матросова О.А.Смирновăна, Л.Г.Пурлушкинана, Ф.З.Ямалиевăна, С.А.Красновăна республика комитечĕн Хисеп грамотисене пачĕ. Хальхи вăхăтра учрежденире 30 çынна яхăн ĕçлет. Унта педагогсем, кĕçĕн воспитательсем, тĕрлĕ специалистсем, кухня ĕçченĕсем тата ыттисем те тăрăшаççĕ. Ача сачĕн коллективĕ — пĕр пысăк çемье пекех. Тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешĕсене те манмаççĕ кунта. Уявра ача сачĕ пуçланса кайнă чухне кунта тăрăшнисене курма пулчĕ.
Çак кун коллектив ячĕпе чылай ăшă сăмахсем, саламсем янăрарĕç. Кунта ĕçлекенсемпе ачасем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
О.СМИРНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *