Ăçтан пуçланнă район?

Ăçтан пуçланнă район?

/Архив материалĕсем тăрăх/
Кăçал эпир районăмăра туса хунăранпа 80 çул çитнине уявларăмăр. Çавна май чылай мероприяти йĕркелесе ирттертĕмĕр, тĕрлĕ конкурссенче хамăрăн пултарулăха кăтартса патăмăр. Юбилей çулталăкĕ вĕçлениччен истори сукмакĕпе тепĕр хут утса тухар-ха. 8 теçетке çул каяллахи ĕç-пуçа тишкерме район архивне çул тытрăм. Унта ĕçлекен тĕп специалист-эксперт Валентина Шингалова питĕ интереслĕ документсемпе паллашма сĕнчĕ.
Алăра — Комсомольски район совечĕн тата халăх депутачĕсен ĕç тăвакан комитечĕн архив фондĕнчи документсем. Чи малтанах Чăваш АССРне кĕрекен Çĕнĕ Каçал районĕн ?Кошелеевский район/ проект материалĕсемпе паллашар. Çак проект тăрăх Патăрьел, Шăнкăртам тата Йĕпреç районĕсенчен хăш-пĕр ялсене кăларса вĕсенчен Каçал районĕ тума палăртнă. Унăн центрне Аслă Каçал ялĕнче тума сĕннĕ. Патăрьел районĕнчен Аслă Каçал, Александровка, Кивĕ Сĕнтĕр, Хирти Мăнтăр, Çĕнĕ Шăхран, Эткер, Аслă Çĕрпÿел, Хирти Сĕнтĕр, Нĕркеç ял сове-чĕсене çĕнĕ района куçарма палăртнă. Шăнкăртам районĕнчен Урмаел, Тукай Мишер, Чĕчкен, Кайнлăк тата Элпуç ял совечĕсем, Йĕпреç районĕнчен Чурачăк, Хирти Явăш, Хирти Мăрат, Хырхĕрри, Анат Тимĕрчкасси, Тăманлă Выçли, Çĕнĕ Мăрат, Асанкасси ял совечĕсем Каçал районне кĕнĕ. Пурĕ тума палăртнă район 22 ял советĕнчен тăнă. Вĕсенчен 16-шĕнче — чăвашсем, пĕринче — вырăссем, 5-шĕнче тутарсем пурăннă. Пурĕ район 50 яла пĕрлештернĕ, вĕсенче 34479 çын пурăннă.
1939 çулхи январĕн 20-мĕ-шĕнче Патăрьел районне кĕнĕ Аслă Каçал ял комитечĕн членĕсен пухăвĕ иртнĕ. Унта тĕп ыйту Аслă Каçал ялне Комсомольск ят парасси пулнă. Пухăвăн протоколĕнчен эпир çакна пĕлме пултаратпăр. С.Я.Баринов парторг чи малтан сăмах илнĕ. Вăл «Аслă Каçал» тени кулаксен ятĕнчен тухса кайнине, ку сăмахсен политика тĕлĕшпе нимĕнле пĕлтерĕш те çуккине палăртнă. Докладчик 1921 çулта çак ялта пулса иртнĕ кулаксен пăлхавĕ çинче чарăнса тăнă. Ун вăхăтĕнче тискеррĕн вĕлернĕ 4 комсомолеца асра тытса яла Комсомольск ят пама сĕннĕ. Тухса калаçакансем пĕр шухăшлă пулса çак сĕнĕве ырланă, Аслă Каçал ялне Комсомольск ят хума, пу-çĕсене хунă 4 комсомолеца асăнса палăк лартма йышăннă.
Ку ыйту тĕлĕшпе Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн секретарĕ Г.Гусев ăнлантаракан çыру хатĕрленĕ. Унта вăл Аслă Каçал ялне çĕршер çул каялла туса хунине, çавăнпа та унăн историйĕнче нушасемпе терт-асап нумай пулнине палăртнă. «Аслă Каçал ялĕн ячĕ вырăнти пĕр пуян çыннăн хушаматĕнчен пулса кайнă. Хальхи вăхăтра çак ял — культурăллă колхозлă ял. Вăл унчченхинчен тĕпрен уйрăлса тăрать. Аслă Каçал ялĕнче почта уйрăмĕ, тулли мар вăтам шкул, ветеринари тата врач пункчĕсем, ял магазинĕ, вулав çурчĕ пур. Районсем тăвиччен Аслă Каçал вулăс центрĕ пулнă. Çывăхра вырнаçнă ялсем экономика тĕлĕшпе çак ялпа çыхăннă. Çавăнпа та Аслă Каçала çĕнĕ районăн — Комсомольски районĕн центрĕ тума сĕнеççĕ», — çырнă унта.
Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ Аслă Каçал ял советĕнче ĕçлекенсен, профсоюз, комсомол, колхоз обществисен тата ыттисен сĕнĕвне ырланă, РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумне Аслă Каçал ялĕнчен — Комсомольски ялĕ, Аслă Каçал ял советĕнчен — Комсомольски ял совечĕ, çавăн пекех Комсомольски районĕ туса хурас текен йышăнăва çирĕплетме ыйтса çырнă.
1939 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ Указ кăларнă. Унта шăпах Аслă Каçал ялне Комсомольски ялĕ ят панине, çавăн пекех Комсомольски районĕ туса хунине çирĕплетнĕ. Çак района кĕрекен ял совечĕсене палăртса тухнă. Шăпах çак кунран пуçланса кайнă та ĕнтĕ пирĕн районăмăрăн историйĕ.
Комсомольски районĕн çул-йĕрĕ пĕр пек тикĕс пулман. Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăнхи çулсенче ял хуçалăхне ăнăçлăн аталантарас тĕллевпе вак хуçалăхсене пĕрлештерме тăрăшнă. 1950 çултан пуçласа колхозсене пĕрлештерсе пысăкрах хуçалăхсем тума пикеннĕ. Вĕсене çĕнĕ ял хуçалăх техникипе тивĕçтерсе ял хуçалăхне самай ăнăçлă аталантарнă. Вак колхозсем пысăк хуçалăхсен шутне кĕнĕ май ял совечĕсем те пĕр-пĕринпе пĕрлешнĕ. Çакна кура 1962 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн постановленийĕ тухнă. Ун тăрăх ЧАССРти районсене пысăклатма, вĕсене ял хуçалăх тата промышленноç районĕсем çине пайлама йышăннă. Çапла Комсомольски районĕ Патăрьел районне кĕнĕ.
Вăхăт иртнĕ май кун пек пĕрлештернин усси сахал пулни палăрнă. Райцентртан чылай аякра вырнаçнă пĕчĕк ялсемпе çыхăнма меллĕ пулман. Çавна май 1965 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче çĕнĕ Указ йышăннă. Ун тăрăх каялла Комсомольски районĕ пулса тăнă.
80 çул хушшинче, паллах, районта чылай улшăну пулса иртнĕ. Апла пулин те, вăл самана таппипе ĕлкĕрсе пыни, çĕнĕлĕхсене алла илсе малтан мала талпăнни куçкĕрет. Малалла та çаплах пултăр, юратнă район аталаннине, район çыннисем çитĕнĕвĕсемпе Раççей шайне тухнине курса савăнар.

В.ШИНГАЛОВĂПА
Н.МЕДВЕДЕВА
хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *