Çамрăксенчен çеç килĕ-ши?

Çамрăксенчен çеç килĕ-ши?

Ял малашлăхĕ — çамрăксенче, — тетпĕр. Çак сăмахсемпе эпĕ нимĕн те çĕннине уçса парасшăн мар. Тĕрĕс. Пуласлăх — çитĕнекен ăрура. Анчах та пĕр çамрăксенчен çеç килет-ши ялсен ыранхи шăпи? Пĕр енчен ансат пек унăн хуравĕ. Тепĕр енчен…
Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçи хыççăнах яла çамрăксене хăварас ыйту çивĕч пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70—80-мĕш çулĕсенче ку пушшех те вирлĕрех пулнă. Совет Союзĕн пур хулисенче те промышленноç вăйлă аталанма пуçланă. Унта ĕçлеме харсăр çамрăксем кирлĕ пулнă. Ялта çуралнă, пĕчĕкренех ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ яш-кĕрĕм професси паракан вĕренÿ заведенийĕсенче пĕр-пĕр специальноç илнĕ хыççăн хуларах тĕп-ленме тăрăшнă. Çавна пулах-тăр ялти шкулсенче «Трактор» предметне хушса пачĕç. Вăтам шкултанах чылай ача тракторист-машинист правине илсе тухма пултарчĕ. Хĕрачасене те фермăра ĕçлеме хатĕрлетчĕç. Усси пулнă-и çакă, пурнăç кăтартрĕ. Ял хуçалăхĕнче паянхи кун ĕçлекенсем пурте тенĕ пекех çав ÿсĕмри çынсем. Яла юлакансем валли ура çинче çирĕп тăракан колхозсем хваттерсем те туса паратчĕç. Вăл вăхăтра ялта пурнăç условийĕсем те, социаллă-культура сфери те кирлĕ шайрах пулмасан та яла юлакансем тупăннă. Ун чухне шкулти классенче 20—30 ытла ача вĕреннĕ пулсан, вĕсенчен 10 проценчĕ тăван кĕтесрех йăва çавăрнă. Хальхи ял шăнăрĕ те вĕсемех. Вăл çулсенче пурте тенĕ пекех ялта е район центрĕнче вăй хунă, ĕç пĕтерсен, каçхине, çемйисемпе пуçтарăннă. Астăватăп-ха, 80-мĕш çулсенче Аслă Чурачăкпа Чĕчкен ялĕсенчен 100 яхăн çын Комсомольскине ирсерен ĕçе васкатчĕ.
Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ ĕнтĕ. Паянхи кун районти кашни ялах асфальтлă çул çитет, урамсене те чылай çĕрте вак чул сарса хытарнă. Кашни ялах çутçанталăк газĕ çитнĕ. Культура çурчĕсен, библиотекăсен, çемье врачĕн офисĕсен, акушерпа фельдшер пункчĕсен ?ФАПсем/, шкулсен пурлăх никĕсĕ çирĕпленсех пырать. Ялсенче райпо магазинĕсемсĕр пуçне уйрăм çынсен лавккисем те ĕçлеççĕ. Çынсем капмар çуртсем çĕк-леççĕ: киле шыв кĕртеççĕ, каяш юхса тухмалли тăваççĕ. Хăшĕ-пĕри çуртри ваннăрах çăвăнма пултарать. 30—40 çул каяллахипе танлаштарсан чылай хăтлăрах пурăнать ял çынни. Çакна эпĕ телевизорпа паракан «Хорошо жить в деревне» текен сăмахсемпе танлаштарасшăн мар. Асăннă ырлăха никама та çÿлтен килсе тÿлевсĕр туса паман. Унта ял çыннин кулленхи кун тар тăкни пытаннă. Хăйĕн ĕçĕпе çеç çак хăтлăха тума пултарнă. Мускава е урăх республикăпа облаçа тухса кайса укçа-тенкĕ тунă, килте картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, пуç çĕклеми пахчара, хирте тăрăшнă. Çурт-йĕре хăтлăлатнă, пурте пур. Халĕ ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн ĕçлет. Ку чăнах та çапла. «Пирĕн тĕпренчĕксем эпир курнă нуша-терте ан чăтчăр, çăтмахри пек пурăнччăр», — теççĕ. Автомашина, хваттер илме тенкĕ çине тенкĕ хушса укçа пуçтараççĕ. «Манăн ывăл ялта пылчăк çинче ан çăрăлтăр, эпир нушаланни те çитет», — терĕ пĕр хĕрарăм, упăшкинчен вăрттăн хулара пĕр-пĕр пÿлĕм туянма укçа-тенкĕ пуçтарнине пытармасăр. Тепĕр арçын калаçăвĕ хăйне евĕр. «Çуртăн иккĕмĕш хутне туса пĕтертĕм. Каярахпа ывăл çемйипе килсе пурăнĕ-ха», — терĕ. Мĕншĕн çыратăп-ха çакна. Хула пурнăçне хăнăхнăскер, каярахпа тăван кĕтесе таврăнасси иккĕленÿллĕ. Ун пекки питĕ сайра пулать.
«Ĕçлекен çын валли ялта та ĕç пур», — тейĕç мана хирĕçлесе. Килĕшетĕп, пур. Анчах та пурте хатĕр-и-ха çĕр ĕçĕпе тăрăшма, выльăх-чĕрлĕх усрама? Пурин те уйăхĕ-уйăхĕпе ют хуласенче ĕçлесе пурăнса, çемйине пĕр-икĕ эрнене çеç килкелесе каяс килет-и? «Эпир шапашкăна канма çеç каятпăр, мĕн ĕçлесси унта — икĕ алла пĕр ĕç», текенсене те илтетĕн. Тар тăкмасăр ниçта та укçа-тенкĕ тыттармаççĕ. Ирхине 3—4 сехетре тăрса выльăх патне пурин те тухас килет-ши? Кашни кун 4—5 пуç е ытларах та выльăхпа айкашасшăн-ши? Çу каçипе хиртен кĕмесĕр выльăх апачĕ хатĕрлеме çăмăл-ши? Çамрăк кинсене çакă çырлахтарать-ши? Ыйтăвĕсем нумай. Хуравĕ пĕрре. Шел пулин те, урăхла май çук. Яла юлатăн — «шапашкăна» кай, çĕрĕпе ĕçле, выльăх-чĕрлĕх йышлă тыт. Ялта пурăнакан çак ĕçсене тумасăр пурăнаймасть-ха. Ку чăнлăх. Унччен те ĕне тытакан юр-варлă, выльăх-чĕрлĕх усракан аш-какайлă пулнă. Вĕсене ытларах çемье валли усранă. Пĕр чун выльăхпа çеç хуçалăхра саплаштарса пыраймăн.
Паянхи кун çамрăксене яллă вырăнта яланлăх ĕç вырăнĕ çукки пăшăрхантарать. Чылайăшне /çамрăк хĕрсене уйрăмах/ яла юласси шиклентерет, хăратать. Ялсенче мĕн чухлĕ хĕрарăм яланлăх ĕç вырăнĕсĕр. Район центрĕнче-и, ялта-и ĕçлĕччĕç вĕсем, çук-çке вĕсене тивĕçтерекен вырăн.
Пирĕн район — ял хуçалăх районĕ. Сĕт, аш-какай, тырă, çĕрулми, пахча çимĕç туса илет. Лавккасенче «Ядринмолоко», «Атяшево», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» этикеткăллă продукци сутаççĕ. Çĕршывран, ют çĕртен илсе килнĕ консервăланă, ял хуçалăх продукцийĕнчен хатĕрленĕ тавар та туянма пулать. Кĕсъере укçу-тенкÿ çеç пултăр. Хакĕсем вара? Пуспа илсе каяççĕ — тенкĕпе сутаççĕ.
…Ялта вара пушă ларакан çуртсем йышлансах пыраççĕ. Унта-кунта ÿсекен капмар керменсем çумĕнче айăплăн пуç уснăн кивĕ е юхăна пуçланă йывăç-кирпĕч çуртсем хушăнаççĕ. Аслă Чурачăк ялĕнче çеç «Хĕл кунĕсенче мăрйисенчен тĕттĕм тухман» çуртсем 50 ытла. Пĕччен пурăнакан ватăсем те чылайăн. Ку ÿкерчĕке районти нумай-нумай ялта курма пулать. Малашне те каплах пырсан — ирĕксĕрех ыйту сиксе тухать. Ялсен малашлăхĕ пулĕ-и? 
Ю.ГАВРИЛОВ,
РФ Журналисчĕсен союзĕн членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *