Эс пулсамччĕ ялан чĕрере

/Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан аннене, Валентина Александровна Зайцевăна
90 çулхи юбилей ячĕпе халаллатăп/.

Анне… Çак сăмах хумхатать чунăма,
Анне… Çак сăмах йăпатать чĕрене.
Анне… Çак сăмах вăй парать кашнине,
Анне…Эс пулсамччĕ ялан пирĕнпе!
Анне! Мĕн тери çепĕç, чуна çывăх та ытарайми чăваш сăмахĕ! Аннеçĕм сăнарĕ çуратакан туйăмсене палăртма сăмах çитмест, чунăмра янăракан кĕвве калама юррăм чухăн. Анне пире илемлĕ çут тĕнче курма пурнăç парать, çунат хушма, вăй илме кăкăр сĕчĕпе ÿстерет.
«Анне паман ăса кĕнеке параймĕ», — тет халăх сăмахлăхĕ. Чăнах та анне вĕрентĕвĕ, анне пилĕ пур çынна та кирлĕ. Анне — пурнăç пуçламăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Анне — халăх шанчăкĕ, чысĕ, мухтавĕ.
Юратнă аннеçĕм, Валентина Александровна Зайцева /Салмина/ раштавăн 27-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ялĕнче йышлă çемьере кун çути курнă. Çăмăл пулман аннен пурнăçĕ. Амăшĕнчен вунă çултах тăлăха тăрса юлнă. Хăрушă вăрçă ачалăхне туртса илнĕ. Аслисемпе пĕр тан хирте вăй хунă, тырă вырнă, арçынсем вырăнне вăрман касма кайнине те каласа кăтартать паян кунччен анне. «Тăраниччен çăкăр çиеймен, хуçалăхра ĕне усранă пулсан та сĕт-çăва патшалăха памалла пулнă, крахмал çиеттĕмĕр», — тет анне вăрçă çулĕсене аса илнĕ май.
Вăрçă чарăнсан та пурнăç çăмăлланман. Аслă пиччĕшĕ çапăçура пуçне хунă, икĕ аппăшĕпе шăллĕ тăрса юлнă, тăхăнма çи-пуç пулман, малалла вĕренес шухăш та пулнă, анчах та ашшĕ вăй çитереймен. Фермăра, колхоз хирĕнче тар тăкса вăй хунă пирĕн анне.
Хырай Ĕнел каччипе, Николай Романович Зайцевпа 1956 çулта çемье çавăрнă /шел пулин те атте пирĕнтен çирĕм çул каялла уйрăлса кайрĕ/.
Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ маттур çемье. Тивĕçлĕ воспитани парассишĕн кунĕн-çĕрĕн тăрăшнă аттепе анне. Аслă ывăлĕ Николай тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, тăван ялта тĕпленнĕ. Хĕрĕ, Альбина тивĕçлĕ канура пулсан та, Шупашкарти электроаппарат заводĕнче экономистра вăй хурать. Вăтамми Юрий кÿршĕ ялта пурăнать, нумай çул хушши вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. Тĕп килте пурăнаканĕ — Александр. Вăл «Искра» колхоза ăнăçлă ертсе пырать. Эпĕ кĕçĕнни, Светлана, Шупашкарти Кадет шкулĕнче ачасене вĕрентетĕп.
«Лайăх пурăнăр, пархатар курăр. Нихăçан та ан ÿркенĕр, нимĕнле ĕçе те ан тиркĕр. Ĕçлекен çын яланах малалла ăнтăлать. Юлташпа юлташ, ватăпа ватă пулма, мĕскĕне пулăшма, ырăпа усала уйăрма, «чулпа перекене çăкăрпа пеме», — хушать анне.
Пирĕн анне — Хырай Ĕнел ялĕнче хисеплĕ çын. Хастар хĕрарăм нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă, «Ĕçпе вăрçă çулĕсенче ĕçленĕшĕн» панă медальсемпе Тав хучĕсем те çемье архивĕнче упранаççĕ.
Аннеçĕм ĕнтĕ вунă хут асаннепе кукамай, вунă хут мăн асаннепе мăн кукамай ят-сумне те илме тивĕçлĕ пулнă. «Çывăх çынна юратнипе кăна çынлăха сыхласа хăваратпăр, тĕнчене ырă енне улăштарма пултаратпăр, —тесе вĕрентет мăнукĕсене.
Валентина Александровна — тăванĕсемшĕн ăшă кăмăллă инке, тарават кума, ырă Валя аппа, кÿршĕ-аршăшăн — тирпейлĕ хĕрарăм.
Паллах, инкек-синкеке çителĕклех астивнă пулин те анне яланах кăмăл-сипетне упранă, çынна усал сунман, çавăнпах ăс-хакăлĕ те паян кун та çирĕп.
Эпир, ачисем, аннепе мухтанатпăр, вăл пурришĕн савăнатпăр, унăн ăшшипе киленетпĕр. Турă малашне те упратăр сана! Эсĕ пире питĕ кирлĕ.
Хĕрĕ Светлана Павлова.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *