Пятница, 19 апреля

Таврапĕлÿçĕ, ялсен историйĕн тĕпчевçи

Иван Никонорович Михайлов 1946 çулта Хирти Сĕнтĕр ялĕнче кун çути курнă. Унăн ашшĕ Никонор Михайлович Михайлов ветеринари фельдшерĕ пулнă, 1947 çулта ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Вăрçа хутшăннăскер, çапăçура суранланнă пулнă. Çавна май унăн ĕмĕрĕ кĕске килсе тухнă. Амăшĕ, Феодосия Егоровна Михайлова, колхозра ĕçленĕ, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче виçĕ ачапа тăрса юлнă. Чи асли — саккăрта, кĕçĕнни çулталăк çурăра пулнă. Ачасен питĕ ир ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Иван та мĕн пĕчĕкрен колхоза ĕçе çÿренĕ, лаша çавăтнă, пăрусем пăхнă, 14 çулта чухне конюхра ĕçленĕ.
1952 çулта Иван Михайлов пиччĕшĕпе пĕрле шкул сукмакне такăрлатма пикеннĕ, малтан Хирти Сĕнтĕрти пуçламăш, кайран Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулсенче ăс пухнă. 1959—1962 çулсенче, амăшĕ вăйлă чирленине пула, унăн малалла вĕренме май килмен. Иван колхоза ĕçе çÿренĕ, амăшне пăхнă, килти хуçалăха тытса пынă. Шел пулин те, 1962 çулта Феодосия Егоровна пурнăçран уйрăлнă. Иван малалла пĕлĕвне тарăнлатнă, çуллахи вăхăтра колхозра тар тăкнă, Ульяновск облаçне кайса строительствăра ĕçлесе укçа туса килнĕ. 11-мĕш класа Комсомольскинчи политех шкулĕнче каçхи сменăра вĕреннĕ. Çав вăхăтрах районти «Сельхозтехникăра» автомашинăсене юсакан слесарьте вăй хунă.
1966 çулта Иван Михайлов салтак атти тăхăннă, Эстонире строительство чаçĕсенче служба ирттернĕ. Çар вăхăчĕ иртсен те çакăнтах юлнă, инçене çÿрекен пулă тытакан карап çине ĕçе вырнаçнă. 1971 çулта Иван Никонорович тăван ене таврăннă, Шупашкарти строительство техникумĕнче куçăмсăр майпа, унпа пĕрлех КПСС хула комитечĕ çумĕнчи каçхи университетра философи факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Çав хушăрах строительствăра вăй хунă, каменщик пулнă. Каярах Иван Михайлов инженер-строителе вĕренсе тухса чылай çул тĕрлĕ объектсем хăпартнă. Вăл ертсе пынипе туса лартнă чи паллă объект — Шупашкарти оперăпа балет театрĕн çурчĕ. Мĕн пенси çулне çитичченех тата тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та темиçе çул Иван Никонорович строительство сферинче тĕрлĕ должноçсенче тăрăшнă.
2008 çулта ĕçе пăрахсан Иван Михайловăн чун ыйтакан ĕçсем валли вăхăт тупăннă. Мĕн пурнăç тăршшĕпех чăваш халăхĕн историйĕпе интересленнĕскер, вăл тăван ялĕн тата кÿршĕ ялсен историне тĕпчеме пикеннĕ, тĕрлĕ архивсенче тата библиотекăсенче упранакан материалсемпе усă курса 2011—2012 çулсенче Хирти Сĕнтĕр, Хирти Ĕнел, Хырай Ĕнел тата Çĕнĕ Кипеç ялĕсен историйĕсем çинчен кĕнекесем кăларнă. Каярах кÿршĕри Турхан тата Хирти Мăнтăр ялĕсен историйĕпе те çакнашкал кĕнекесем хатĕрленĕ. Çавăн пекех Иван Михайлов — Чăваш халăх академийĕн биографи справочникĕн тата виçĕ художествăлла кĕнекен авторĕ. Вăл ЧР Хисеплĕ таврапĕлÿçи, ЧР Халăх академикĕ ятсене, С.М.Михайловăн ?Янтушăн/ медальне, Н.В.Никольскин Кĕмĕл орденне тивĕçнĕ.
Историпе интересленекенсем пĕлеççĕ ĕнтĕ: хальхи вăхăтра чылай информацие архивсенче тупма пулать. Архивсем социаллă пĕлтерĕшлĕ информацие упраса хăварассинче калама çук пысăк вырăн йышăнаççĕ. Халăхăн историйĕ патшалăх архивĕсенче упранать. Çав вăхăтрах çемье архивĕсем те питĕ кирлĕ. Вĕсем урлă тĕрлĕ саманасене тишкерме, халăхăн историйĕнчи тапхăрсене хаклама пулать. Унсăр пуçне вĕсем ăрусем хушшинчи çыхăнăва çи-рĕплетме пулăшаççĕ.
Çемье историйĕ аслă ăру çыннисене çеç мар, çамрăксене те интереслентерет. Паянхи кун чылайăшĕ хăйсен несĕлĕсене пĕлес, çемье историне пулас ăрусем валли упраса хăварас тесе тăрăшаççĕ. Кун пек чухне аса илÿсем çеç пулни çителĕксĕр. Истори пĕлĕвĕ тулли пултăр тесен тĕрлĕ архивсенчи документсене тишкермелле. Анчах çакна тума кашниех пултараймасть. Чылай чухне эпир ку ĕç патне хăш енчен пымаллине ăнланаймастпăр, архивсенче упранакан информаципе мĕнле усă курмаллине пĕлейместпĕр. Çакăн пек чухне пулăшаççĕ те ĕнтĕ Иван Михайлов пичетлесе кăларнă кĕнекесем. Унта ял çыннисем хăйсен йăх-тĕпне тĕпчеме, ял историне пĕлме пултараççĕ. Кĕнекесем тăрăх 8 ăру таран пĕрлештерсе тăракан генеалоги йывăçĕ хатĕрлеме пулать.
Иван Никонорович Комсомольски районĕн архивне хăй тишкернĕ 6 ялта пурăнакансен йăх йывăçĕсене упрама панă. Вĕсемпе кашниех архива пырса паллашма пултарать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *