Пятница, 19 апреля

Юнкун – информаци кунĕ

Юнкун – информаци кунĕ

Декабрĕн 18-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн темисем:
— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2019 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче алă пуснă «Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен пурăнмалли хутлăхĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» калакан 139-мĕш указ;
— 2019 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче йышăннă «Раççей Федерацийĕнчи Ĕç кодексĕнчи ялти хĕрарăмсене çăмăллăхсем паракан пайне улшăнусем кĕртесси çинчен» ФЗ-472-мĕш федераллă саккун;
— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2019 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче алă пуснă «Ачасен сывлăхне çирĕплетес тата ÿт-пÿ енчен аталанма пулăшас тĕллевпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» калакан 141-мĕш указ;
— 2019 çулта Чăваш Республикинче пурнăçлакан «Культура» наци проекчĕ çинчен.
Информаци ушкăнĕсем çав кун районти ялсенче пурăнакансемпе, предприятисемпе организацисенче ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, çынсене хумхантаракан ыйтусене хуравлаççĕ. Çавăн пекех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе те йышăнаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *