Четверг, 9 февраля

Пĕрле коррупципе кĕрешер

Пĕрле коррупципе кĕрешер

Коррупци ĕçри должноçпа усă курса саккунсăр тупăш тума хăтланнине, взятка илнине е панине пĕлтерет. Должноçри çынсен коррупцине пула патшалăх пысăк тăкак тÿсет. Унсăр пуçне граждансемпе организацисен прависем пăсăлаççĕ. Коррупципе кĕрешесси паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕтĕм тĕнчипех çирĕплетнĕ.
Раççейре те çак пулăмпа кĕрешме чылай ĕç тăваççĕ. Ытларах çак енĕпе прокуратура органĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем должноçри çынсен, патшалăх тата муниципалитет органĕсен ĕçне тĕрĕслесе коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртаççĕ, айăплисене явап тыттараççĕ. Унсăр пуçне прокуратура коррупци енĕпе профилактика ирттересси çине те пысăк тимлĕх уйăрать.
Районти учрежденисен тĕрĕслевĕ çакна кăтартса панă: чылай чухне ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене коррупцие хирĕç кĕрешекен саккунсемпе паллаштармаççĕ, ĕçлекенсем «коррупци» мĕнле майпа пулса пынине те пĕлмеççĕ. Çавăнпа та прокуратура ĕçченĕсем тĕрлĕ учрежденисенче тăрăшакансемпе ятарлă занятисем ирттереççĕ, саккунăн тĕп ыйтăвĕсене ăнлантарса параççĕ.
Муниципалитет тата патшалăх шайĕнчи служащисем, депутатсем чылай чухне хăйсен тупăшне пытарма тăрăшаççĕ. 2018 çулта çакăн пек 10 тĕслĕх тупса палăртнă. Унсăр пуçне муниципалитет харпăрлăхĕпе уйрăм çын тĕллевĕсем валли усă курнă тĕслĕхсем те пулнă. Прокуратура ĕçченĕсем унчченхи служащисене çĕнĕ ĕçе мĕнле илнине те тĕрĕслеççĕ. Саккун тăрăх, çĕнĕ ĕç параканăн служащие ĕçе илни çинчен унччен вăл тăрăшнă влаç органне пĕлтермелле.
Кашни çулах районта коррупци сĕмĕллĕ ĕçсене тупса палăрт-са тĕпчеççĕ. Чылай чухне çакăн пек преступленисем граждансем должноçри çынсене взятка пама хăтланнипе çыхăннă.
Районта пурăнакансене аса илтеретпĕр: енчен те эсир коррупци тĕслĕхĕсем çинчен пĕлетĕр пулсан, çакăн çинчен прокуратурăна пĕлтермелле. Прокуратура ĕçченĕсем йăлтах тĕрĕслĕç, айăплисене явап тыттарĕç. Ан манăр, должноçри çынсене взятка панăшăн явап тытма тивет. Çакăншăн сире ирĕкрен 15 çул таран хăтарма, взятка сумминчен 70 хут пысăкрах штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Енчен те çын взятка пани е унран взятка ыйтни çинчен хăй ирĕкĕпе каласа кăтартать пулсан, ăна уголовлă яваплăхран хăтараççĕ.
Район прокуратуринче ятарлă хĕрÿ лини ĕçлет. 5-15-31 телефонпа шăнкăравласа коррупци тĕслĕхĕсем çинчен, çав шутра ята каламасăр та, пĕлтерĕр.
А.АФАНАСЬЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *