Пятница, 19 апреля

Фитнес аннепе пĕрле

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче «Радуга» ача садĕнче Анне кунне халалланă «Фитнес аннепе пĕрле» район фестивалĕ иртнĕ. Ăна физкультурăпа спорта аталантарас, шкул çулне çитменнисен хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас, ачасене фитнес-аэробикăпа интереслентерес тĕллевпе йĕркеленĕ.
«Рябинушка» ача садне çÿрекен 5—7 çулти шăпăрлансем хăйсен амăшĕсемпе пĕрле фестивале хутшăнса «Аэробика»  дисциплинăра 1-мĕш вырăна тухнă. Мероприятие йĕркелесе ирттерекенсене — М.С.Долговăна, В.Г.Макаровăна, ачасен ашшĕ-амăшне чĕререн тав тăватпăр, Анне кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Г.ТУКАЕВА,
Г.ИЛЬЯСОВА, «Рябинушка» ача сачĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *