Пятница, 3 февраля

Влаç органĕсем хурав параççĕ

Влаç органĕсем хурав параççĕ

Тÿрĕ линисем урлă влаç органĕсем халăхпа уçă диалог йĕркелеççĕ, çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явса татса пама тăрăшаççĕ. Çак мелпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев анлăн усă курать. Нумаях пулмасть çеç вăл «Чăваш наци телевиденийĕ» урлă тÿрĕ эфирта ыйтусем çине хуравланăччĕ.
Çывăх вăхăтра министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем те онлайн мелпе граждансен ыйтăвĕсем çине хурав пама пикенĕç. ЧР исполнительлĕ влаç органĕсем тÿрĕ линисем урлă çĕнĕрен ĕçлеме пуçлаççĕ. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви халăхпа çыхăнăва тухать. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче ЧР Культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, декабрĕн 5-мĕшĕнче Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви, декабрĕн 19-мĕшĕнче Физкультурăпа спорт министерстви граждансен ыйтăвĕсем çине хуравлĕç.
Пур тÿрĕ линине те онлайн режимра video.cap.ru сайт урлă курма пулать. Трансляци 15 сехетре пуçланать.
Сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусене халех ятарлă электрон форма урлă е видеообращени евĕр «Там-там» мессенджер урлă яма пулать. Ыйтусене 8/8352/ 56-51-00 телефонпа тÿрĕ лини пуçланиччен пĕр сехет маларах йышăнма пуçлаççĕ. Унсăр пуçне онлайн-трансляци вăхăтĕнче те шăнкăравсене йышăнаççĕ /15 сехетрен пуçласа 16 сехетчен/.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *