Суббота, 20 апреля

Ют çынна шанни укçасăр хăварать

Ют çынна шанни укçасăр хăварать

Мĕншĕн эпир кашни çыннах шанма хатĕр-ши, мĕншĕн пуçпа тĕплĕн шутличчен кĕсьери укçана ют çынна кăларса пама васкатпăр; Кайран вара, шăнман пăр çине ларса юлсан, чавса çывăх та çыртма çук тесе каласси çеç юлать.
Юлашки вăхăтра районта пурăнакансем ултавçăсене пула укçасăр тăрса юлнине пĕлтерекен хыпарсем умлăн-хыçлăн килме пуçларĕç. Нумаях пулмасть çеç Кайнлăк çынни ултавçăсенчен шар курни çинчен çырнăччĕ. Халĕ вара Александровкăра пурăнакан пĕр хĕрарăма чике тăршшĕ лартса хăварнă. Çак кунсенче ăна палламан номертен шăнкăравланă. Шăнкăравлакан хăйĕнпе пĕр микрокредит организацийĕн правленийĕн председателĕ тесе паллаштарнă. Вăл хăй палăртнă счет çине 15 пин тенкĕ куçарса пама каланă. Хĕрарăм микрокредит организацийĕн кассинчен палăртнă суммăна илсе «Мегафон» терминалĕ патне пынă, 15 пин тенке куçарса панă.
Хальхи вăхăтра полици ĕçченĕсем ултавçă кам пулнине тупса палăртас енĕпе ĕçлеççĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *