Пятница, 19 апреля

Пĕрлĕхре – пирĕн вăй

Пĕрлĕхре – пирĕн вăй

Чăваш Республикинче Халăх пĕрлĕхĕн кунне палăртса 500 ытла мероприяти ирттерме палăртнă.
Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа регионта эрнипех пысăк уявсем ирттерме плана кĕртсе хăварнă: тĕрлĕ конкурссем, уçă калаçусем, литература хайлавĕсем, викторинăсем, пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсем.
Чăваш Ен — нумай нациллĕ республика, тĕрлĕ халăх йышне кĕрекен тата тĕрлĕ тĕне ĕненекен çынсем хушшинчи ырă кÿршĕллĕ хутшăнусем яланах тĕп вырăнта.
Чăваш патшалăх театрĕсенче те ятарлă куравсемпе спектакльсем пулĕç. Халăх пĕрлĕхĕн кунне ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тÿремре ирттерĕç. Митинг-концерта 5000 çын хутшăнасси паллă. Асăннă концерта районти «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ хутшăнать.
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче районта та чылай мероприяти ирттерме палăртнă. Тĕп библиотекăра, ялти вулавăшсенче информаци сехечĕсем, выставкăсем, экскурсисем йĕркелеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *