Суббота, 20 апреля

Çĕршыва хÿтĕлесси – кашнин тивĕçĕ

Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариатĕнче кĕрхи призыв малалла пырать. Паян эпир çар комиссарĕпе Сергей Даниловпа çара каяссипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрăмăр.
— Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариачĕн кăçал мĕн чухлĕ призывника çар ретне тăратмалли план пур-и?
— Паллах, ку вăрттăнлăх мар. Кăçалхи кĕрхи призывра пирĕн икĕ районĕпе илсен 40 çамрăка çара ăсатмалла. Республикипе илсен, çак кăтарту 1057 çынпа танлашать.
— Çамрăксене çар ретне тăратма мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?
— Призыв енĕпе çулталăк тăршшĕпех ĕçлетпĕр. Призывниксен харпăр хăй ĕçĕсене тĕплĕн пăхса тухатпăр, профессипе психологи тĕрĕслевĕ ирттеретпĕр тата ытти те. Халĕ активлă тапхăр пырать. План тăрăх йĕркелекен медицина тĕрĕслевне ирттернĕ те ĕнтĕ. Ноябрь варринче призывниксене пуçтарăнмалли ятарлă пункта ăсатма пуçлатпăр. Кăçал вăл — Шупашкарта. Унтан вара вĕсене тĕрлĕ çĕре çара ăсатаççĕ.
— «Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен» Федераллă саккунра мĕнле çĕнĕлĕхсем пур, мĕнле майпа вĕсем кĕрхи призыва пырса тивеççĕ?
— Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакансен вĕренсе пĕтерсен çеç çара кайма право пур. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа студентсем çак правăпа усă курмасăр призыв комиссине заявлени çырса вĕренсе пĕтермесĕрех салтак атти тăхăнма пултараççĕ. Çавăн пекех призывпа салтака кайса çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне е çар вĕренĕвĕсем вăхăтĕнче  пуçне  хунă  салтакăн  ывăлĕсем /тăван шăллĕсем/, çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне е çар вĕренĕвĕсем вăхăтĕнче суранланса е чирлесе вилнĕ  салтаксен  ывăлĕсем /тăван шăллĕсем/ хăйсен ирĕкĕпе çара кайма пултараççĕ. Кĕрхи призывра çамрăк учительсене салтака чĕнсе илмеççĕ, вĕсене çуркуннеччен отсрочка параççĕ.
— Пирĕн районти призывниксене ăçта ăсатаççĕ?
— Ку ыйту çине çакăн пек хуравлатăп: Тăван çĕршыв ăçта ярать. Раççей — пысăк çĕршыв. Салтаксем ăçта кирлĕ, вĕсене çар комиссариачĕн пуçтарăнмалли пунктĕнчен çавăнта ăсатаççĕ те.
— Чылай ашшĕ-амăшне çак ыйту канăç памасть: вĕсен ывăлĕсене «хĕрÿ точкăсене» яма пултараççĕ-и?
— Ку енĕпе лăплантарма пултаратăп. «Хĕрÿ точкăсене» контрактпа çара каякансене çеç яраççĕ.
— Альтернативлă граждан службине каяс кăмăллисем пур-и пирĕн?
— Кăçалхи кĕрхи призывра кун пеккисем пулман.
— Пулас призывниксем çар комиссариачĕн направленийĕпе мĕнле специальноçсене алла илме пултараççĕ?
— Ытларах чухне эпир пулас призывниксене ДОСААФа С, Д тата Е категориллĕ водителе тата водитель-парашютиста вĕренме яратпăр.
— Яшсен сывлăхĕ çинчен вара мĕн калама пултаратăр; Çулталăк вĕçленичченех призывниксене çара ăсататăр-и?
— Сывлăх тĕлĕшпе илсен, пирĕн районти каччăсем салтак атти тăхăнма хатĕр. Юлашки çулсенче çара кайма юрăхлисен шучĕ ÿсрĕ, çакă, паллах, савăнтарать. Кăçал декабрĕн 21-мĕшĕнче юлашки ушкăна çара ăсатăпăр.
— Пулас салтаксене мĕн суннă пулăттăр?
— Çара кайни çын кĕлеткипе те, шухăш-кăмăлĕпе те çирĕп, вăйлă пулнине кăтартать. Вăйлă çын кăна хăйне çеç мар, ыттисене те хÿтĕлеме пултарать. Пурне те сывлăхĕсене çирĕплетсе, патварланса таврăнма сунатăп. Юлашкинчен çакна калас килет: çарта пулни — Конституцире çирĕплетнĕ тивĕç. Хăйсен Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçлакансемпе эпир мухтанатпăр.
Енчен те сирĕн призывпа çыхăннă ыйтусем пур пулсан, Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариатне çак телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр: 8/83539/5-13-32. Çавăн пекех республикăра призывпа çыхăннă ыйтусене хурав паракан хĕрÿ лини те ĕçлет. Унăн телефонĕ: 8/8352/62-12-67.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *