Чи çамрăк шкулăн — юбилей

Чи çамрăк шкулăн — юбилей

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ — районти чи çамрăккисенчен пĕри. Ăна хута янăранпа кăçал 25 çул çитрĕ. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче шкул пурнăçĕнче чылай паллă пулăмсем пулса иртнĕ. Районти чи пысăк шкулсенчен пĕри пулнăран пĕлÿ çуртĕнче вĕрентÿпе воспитани çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шкулта анлă тавра курăмлă, пултаруллă та ĕçчен педагогсем вăй хураççĕ. Çакна ачасем район шайĕнче çеç мар, республикăпа регион шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илни те çирĕплетет.
Малтанхи ертÿçĕсен тÿпи те пур паянхи шкул пурнăçĕнче. Пирваях шкул директорĕнче А.Я.Орлов вăй хунă, шкул историйĕнче пуçласа утăмсем тума пулăшнă. Каярах Т.П.Иванова, Г.Е.Длинов тăрăшнă. Паянхи кун шкула Е.Н.Савельев ертсе пырать.
Юбилее шкул коллективĕ октябрĕн 26-мĕшĕнче паллă турĕ. Шкул ачисемпе вĕрентекенсен ал ĕç куравĕ, ÿнер ăсталăхĕ пурне те тыткăнларĕ. Хăнасем шкул историйĕпе паллашрĕç, волейбол вăййи иртрĕ.
Уява педагогика ĕçĕн сумлă ветеранĕсем, çак шкултан вĕренсе тухнă ачасем, чĕннĕ хăнасем килсе çитрĕç: район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.В.Краснов, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова, районти вĕренÿ пайĕн профсоюз организацийĕн ертÿçи Н.А.Белков, «ГСВГ ветеранĕсен ассоциацийĕн» ЧРОО ертÿçин çумĕ Ю.П.Филиппов, шкул директорĕсемпе организацисен ертÿçисем, ашшĕ-амăшĕсем.
Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Вĕренекенсен ташшисем, юррисем, шÿчĕсем, учительсен хорĕ хăнасене тыткăнларĕç. «Кубняночка» ансамбль, Александр Кокшин хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Ачасене вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тума пулăшнăшăн шкул директорне Е.Н.Савельева Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Тав хучĕпе чысларĕç. Шкул коллективне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç. Вĕренÿ ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă ĕçченсене Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин, район администрацийĕн, районти вĕренÿ пайĕн, шкул грамотисемпе хавхалантарчĕç.
Паянхи шкул — хальхи пурнăç ыйтăвĕсем çине çĕнĕлле куçпа пăхакан, малалла çирĕп утакан пĕлÿ тĕнчи.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *