Граждансене йышăннă

Октябрĕн 23-мĕшĕнче «Единая Россия» парти председателĕн Д.А.Медведевăн регионаллă обществăлла приемнăйĕн вырăнти уйрăмĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Степанович Краснов граждансене тĕрлĕ ыйтупа видеоçыхăну урлă йышăннă.
Районта пурăнакансем ытларах ялсенчи пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусем панă. Тĕслĕхрен, Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăма Кубнинская урамри çула юсасси пăшăрхантарать. Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакансем масарта юсав ĕçĕсем туса ирттерсен аван пулнине палăртнă. Аслă Çĕрпÿел ялĕн çамрăкĕсем ялта çĕнĕ клуб хăпартас, яла А-151 автоçулпа çыхăнтаракан çула тăвас, транспорт чарăнăвĕ вырнаçтарса лартас, Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи спорт залне реконструкцилес ĕмĕтлĕ. Петр Степанович пур ыйтăва та шута илнĕ, татса пама шантарнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *