Суббота, 20 апреля

Районăн — çĕнĕ прокурор

Районăн — çĕнĕ прокурор

Октябрĕн 21-мĕшĕнче ЧР прокурорĕ Василий Пословский район прокуратурин коллективне çĕнĕ прокурорпа паллаштарнă. Çак должноçра малашне юстици советникĕ Олег Васильев вăй хурĕ.
Олег Валерьевич Васильев 1977 çулта Шупашкарта çуралнă, 1997—1999 çулсенче çарта пулнă. Мускав патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 2003 çулта Шупашкар хулинчи Калинин районĕн прокурор пулăшуçинче ĕçлеме пикеннĕ. Ун хыççăн вăл прокуратурăн çак уйрăмĕнче следователь, аслă следователь пулса ĕçленĕ, республика прокуратурин преступленисене тĕпчекен уйрăмĕн аслă следователĕнче тăрăшнă.
2006 çултан пуçласа паянхи кунччен Канашри районсем хушшинчи прокурорăн çумĕнче ĕçленĕ, çав вăхăтрах кăçалхи июль уйăхĕнчен пуçласа Комсомольски район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
Василий Пословский Олег Васильева ĕçре ăнăçу, çитĕнÿсем тума суннă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *