Фестивале çитсе кур!

Фестивале çитсе кур!

Кĕçнерникун, октябрĕн 17-мĕшĕнче, район центрĕнче «Эх, улмаçăм, çĕрулми» фестиваль пулать. Вăл 10 сехетре пуçланать. Фестивальте çĕрулмин çĕнĕ вăрлăхĕсен куравĕ пулĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те хăйсен продукцийĕпе паллаштарĕç. Сăнÿкерчĕксенчен хатĕрленĕ «Осенняя палитра» выставка те хăнасемшĕн кăсăклă пулĕ. Çавăн пекех çак кун çĕрулмирен хатĕрленĕ тĕрлĕ апат-çимĕçе тутанса пăхма пулĕ. Уява конкурссем, пултарулăх коллективĕсен юрри-ташши илем кÿрĕ. «Эх, улмаçăм, çĕрулми» фестивале çитсе курма васкăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *