Пятница, 26 апреля

Конкурс иртет

«Раççей лидерĕсем» конкурса РФ Президенчĕн В.В.Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш хут иртет.
Конкурсăн тĕллевĕ — перспективлă, чăннипех те палăрса тăракан ертÿçĕсене тупасси, вĕсене малалла аталанма пулăшасси. Кăçал конкурса çĕнĕ енсем те — ăслăлăх, финанс тытăмĕпе технологисем, сывлăх сыхлавĕ — хутшăнаççĕ.
Конкурса 55 çултан аслăрах мар, икĕ /35 çултан кĕçĕнрех ертÿçĕсем валли/ е пилĕк /36—55 çулсенчи ертÿçĕсем валли/ çултан каярах мар управлени енĕпе ĕçлекен çынсем хутшăнма пултараççĕ. Тĕплĕнрех лидерыроссии.рф сайтра вуласа пĕлме пулать. Конкурса хутшăнас текенсен октябрĕн 27-мĕшĕччен çак сайтра регистрациленмелле.
Кĕçнерникун ярмăркка
Октябрĕн 17-мĕшĕнче район центрĕнче «Кĕр парни — 2019» кĕрхи ярмăркка иртет. Ăна кашни çулах йĕркелесси йăлана кĕнĕрен район çыннисем уява чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак кун район центрĕ чăн-чăн суту-илÿ лапамне çаврăнать. Хĕле валли темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла, тĕрлĕ юр-вар туянма пулать унта. Кĕрхи ярмăркка 10 сехетпе 15 сехетчен ĕçлĕ. Çитсе курма ан ман!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *