Чи маттурри – Артем

Чи маттурри – Артем

Иртнĕ эрнекун районта «Чи лайăх халăх дружинникĕ» конкурс иртрĕ. Асăннă конкурса район администрацийĕ тата муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ йĕркеленĕ.
— Çакă вĕсен юридици пĕлÿлĕхне, пĕрремĕш пулăшу пама пултарнине, вăй-хал енчен çирĕп пулнине тĕрĕслеме май парать. Дружинниксем «Кĕтне» ФСК стадионĕнче спортпа туслă пулнине кăтарса пачĕç, — терĕ Мария Илларионова «Халăх дружини» обществăлла организацин районти командирĕ.
Кам-ха вара чи ăсти, маттурри? Тĕрлĕ тупăшу витĕр тухнă хыççăн Артем Мартынов 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ, Ольга Матроскина — 2-мĕш, Алена Николаева 3-мĕш пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин саламларĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *