Пятница, 26 апреля

Тавах сана, вĕрентекен

Урамра кĕркунне хуçаланать. Сарă хĕвел пĕлĕтсем хыçĕнчен вăрттăн курăнса ăшшине çĕр çине сапалать, хĕрлĕ, сарă çулçăсем кĕрхи çилпе вальс ташланăн çаврăнаççĕ. Çак илемлĕ çутçанталăк вăхăтĕнче пире пĕлÿ тĕнчине алăран çавăтса кĕрекенсем, тивĕçлĕ воспитани парса анлă пурнăç çулĕ çине кăларакансем — учительсем — хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак кунсенче районти шкулсенче вăй хуракан педагогсем Комсомольскинчи культура çуртне уява пуçтарăнчĕç.
Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев, РФ халăх вĕренĕвĕн тата ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн Комсомольскинчи уйрăмĕн председателĕ Николай Белков та хутшăнчĕç.
Александр Осипов учительсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, районта вĕренÿ тытăмĕ çулран-çул аталанса пынине палăртса педагогсене çирĕп сывлăхлă пулма, ĕçре çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сунчĕ. Чи маттур та тăрăшуллисене «Раççей Федерацийĕн воспитани тата çутĕç хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа наградăларĕç. Çав шутра: И.Х.Басырова /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, А.С.Борисов /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/, А.Г.Гибатдинова /Чĕчкен тĕп шкулĕ/, Л.Н.Глинкина /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, М.Х.Ибниаминова /Урмаел вăтам шкулĕ/, С.А.Лукиянов /Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ/, Н.М.Миннетуллина /»Лейсан» ача сачĕ/, В.В.Петрова /Нĕркеç вăтам шкулĕ/, И.А.Смирнова /Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ/. Çавăн пекех Н.М.Миннетуллинана тата Г.М.Миназетдиновăна /»Лейсан» ача сачĕ/ Тутарстан Республикин Вĕренÿ тата наука министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
А.Г.Афанасьевăна /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/, А.В.Гаврилова /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/, Р.Г.Зинатуллинана /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, Г.Д.Зариповăна /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, А.З.Кисляковăна /»Колосок» ача сачĕ/, А.Г.Чапрасовăна /Асанкасси вăтам шкулĕ/, Е.П. Юмаковăна /Урмаел вăтам шкулĕ/, З.Р.Юнусовăна /Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ/ район администрацийĕн Хисеп грамотине  парса  наградăларĕç.  С.В.Антоно в /Александровка тĕп шкулĕ/,  Г.Г.Асейнова  /Хирти Явăш тĕп шкулĕ/,  Л.А.Катмакова /Асанкасси вăтам шкулĕ/, И.А.Ласточкина /Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ/, Н.В.Сереброва /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ конкурсра мала тухса укçан хавхаланăва тивĕçрĕç.
Çавăн пекех чи хастаррисене «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвне пачĕç. Çав шутра: Л.В.Алексеева /Шурут вăтам шкулĕ/, Г.Н.Волкова /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, Ф.А.Матросова /ачасене хушма пĕлÿ паракан центр/.
Уявра професси конкурсĕсенче  мала тухнисене те чысларĕç.  «Çулталăк учителĕ — 2019» конкурсăн  районти шайĕнче  Р.Х.Адиеева /Урмаел вăтам шкулĕ/ çĕнтернĕ. И.В.Арбузова /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ 2-мĕш вырăна тухнă. Виççĕмĕш вырăнта — Е.В.Антоновăпа /Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/ Г.Г.Гинетуллина /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/. «Самый классный классный» конкурсра Н.И.Воробьева /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ мала тухнă. А.А.Зинетуллинапа /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ Е.Н.Векова /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/ 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайланă. «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра Т.А.Шеверова /»Рябинушка» ача сачĕ/ çĕнтернĕ. 2-мĕш вырăнта — З.С.Низамова /»Колосок» ача сачĕ/, 3-мĕш вырăнта — А.П.Боровкова /»Радуга» ача сачĕ/.
Педагогсен ĕçне хакламалли майсенчен пĕри — вĕсен вĕренекенĕсем тунă çитĕнÿсем. Регион шайĕнчи олимпиадăсенче призерсен шутне кĕнĕ ачасен вĕрентекенĕсене укçа парса хавхалантарчĕç. Çав шутра В.Н.Петров /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, А.А.Тихонов /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, Д.М.Гималтдинова /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, Л.П.Абрамова /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/.
Çак кун сцена çинчен чылай салам сăмахĕ янăрарĕ. Пуçтарăннисем юрă-ташăпа киленчĕç, савăк кăмăлпа килĕсене саланчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *