Каçалсем аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе пурăнаççĕ

Çакна вĕсем фестивальсене, конкурссене, уявсене хутшăнса пĕрре кăна мар çирĕплетсе панă, параççĕ те. Владимир Павлов ертсе пыракан «Каçал» халăх фольклор ансамбльнех илер. Вăл республикăри, унăн тулашĕнчи вун-вун мероприятие хутшăнать. Хăйĕн пултарулăхĕпе мĕн чухлĕ çынна паллаштарать. Фольклор ансамбльне чăвашлăха чунтан юратакансем, йăла-йĕркесене пăхăнакансем, вĕсене ăруран ăрăва вĕрентсе пыракансем çÿреççĕ.
Акă, октябрĕн 5-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ пуçарса янă «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» уçă вулавсем ?авторĕ Вера Архипова/ иртрĕç. Унăн тĕллевĕ — Чăваш Енре пурăнакан тата ун тулашĕнче тĕпленнĕ ентешсем патне çитсе вырăнти йăла-йĕркене тĕпчесси, чăваш халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси тата çак ĕçе çитĕнекен ăрăва явăçтарасси.
«Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» фестивале пирĕн районта йĕркелессине ахальтен суйламан. Асанкассинче иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче лартнă йывăç çурта нумаях пулмасть чăн-чăн музея çавăрнă тесен те юрать. Александр Копташкин туяннă ĕлĕкхи çуртра чăвашсен Улах, Туй, çĕнĕ хăта тата ытти йăли-йĕркисемпе паллаштарма пĕтĕмпех пур. Тĕрĕссипе калас пулсассăн Каçалсем ку йăласене кăна мар, анатри чăвашсен 15 тĕрлĕ йăлине кăтартма хатĕр.
— «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» фестивале кашни ял тăрăхĕнчи фольклор ушкăнĕ хатĕрленнĕ. Анчах та çак кунсенче йĕркеленĕ тĕлпулура виçĕ тĕрлĕ йăла-йĕркепе çеç паллашма май килчĕ. Элпуç ял тăрăхĕн артисчĕсем улах ларнине, Асанкассисем çĕнĕ хăтана кайнине, «Каçалсем» хĕр туйне кăтарса пачĕç. Вĕсене пĕтĕмпех «ЮТВ» канал тата Наци телевиденийĕ ÿкерчĕ. Телепередачăна çитес вăхăтра эфирта тата интернетра курма пулать тесех çирĕплетрĕç. Ытти ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ программăпа та çитес вăхăтра паллашĕç, — пĕлтерчĕ Владимир Павлов.
Каçал тăрăхне, Асанкасси ялне килсе çитнĕ сумлă хăнасем: Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова тата ыттисем те мероприятие çав тери çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн, тăван культурăна, йăла-йĕркене сума сунăшăн пурне те тав турĕç. Чи хастаррисене — Александр Копташкина, Екатерина Конторскаяна, Вячеслав Салаева, Николай Кисапова — Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Килсе çитнĕ хăнасем те тĕлĕннине пытармарĕç:
— Каçалсем чăвашсен ĕлĕкхи йăлисене манманнине курса савăнтăмăр, чунпа пуянлантăмăр.
Пирĕн тăрăхра çакăн пек маттур çынсем пурăннишĕн савăнатпăр, вĕсен пултарулăхĕ иксĕлми пултăр!
Хаклав
ЧНК вице-президенчĕ Анатолий УХТИЯРОВ:
— Каçалсен маттурлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Мĕнлерех вăй, хастарлăх, чăвашлăха юратни вĕсенче! Çумăра пăхмасăр пĕтĕм район хастарĕсене пуçтарса мĕнешкел чаплă мероприяти ирттерчĕç вĕсем. Пĕр çын пек пулса, сăмахсăр ăнланса Каçалсем пире мăн асаттесемпе асаннесем парса хăварнă мула — анатрисен пуян йăли-йĕркине тĕлĕнмелле илемлĕ те пурнăçри пек кăтартса пачĕç! Ăçтан çапла пуян чунпа пурăнма пĕлеççĕ Каçалсем? Паллах, вĕсене хавхалантарса пыракан çынсем, Владимир Павлов, Николай Карпов пек хăватлă чăвашсем пулнипе те!

А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *