Пирĕн ентеш доцент

Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçлекен преподавательсен кунне яланах октябрь уйăхĕн пĕрремĕш вырсарни кунĕнче уявлаççĕ. Çак çăмăл мар ĕçре вăй хуракансем валли студентсем кашни çулах уяв йĕркелесе ирттереççĕ.

Çак кун пирĕн районта çуралса ÿснĕ, халĕ аслă шкулсенче студентсене ăс паракан преподавательсем те хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Вĕсенчен пĕри — Йăлмахва ялĕнче 1963 çулхи Пĕлÿ кунĕнче çут тĕнчене килнĕ Борис Михайлов. Вăл — техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. Йăлмахва ялĕнчен тухнă ентешсенчен вăл çеç доцент ята тивĕçнĕ, çавăнпа та эпир унпа чăннипех те мăнаçланатпăр.
Пулас вĕрентекенĕн ачалăхĕ ялти ытти ачасеннинчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Борис спорта ытларах юратнă: çулла футбол мечĕкĕ хыççăн чупнă, хĕлле йĕлтĕрпе ярăннă. Ача уйрăмах хоккей вăййине кăмăлланă, мĕншĕн тесен СССР пĕрлештернĕ хоккей командинче 13-мĕш номерпе Борис Михайлов тапăнса вылякан пулнă. Йăлмахва каччи хăйĕнпе пĕрешкел ятлă хоккеист пек пулма ĕмĕтленнĕ, унран тĕслĕх илнĕ.
Борис шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, юлташĕсене вĕренÿре пулăшса пынă. Шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн икĕ çул Оренбург облаçĕнче, Хĕвеланăç Украинăра службăра тăнă. Салтакран таврăнсан Чăваш ял хуçалăх институтĕнче ял хуçалăхне механизацилессин факультетĕнче ăс пухнă. Çакăнтах вăл аспирантура пĕтернĕ, ун хыççăн Ленинград хулинче вĕренĕве малалла тăснă. 1996 çулта Борис Васильевич техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă. 2002 çулта вăл наукăпа тĕпчев ĕçĕ хÿтĕленĕ, студентсене вĕрентмелли кĕнекесем çырнă, доцент званине тивĕçнĕ.
Вăл Чăваш ял хуçалăх академийĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче тата ытти аслă вĕренÿ учрежденийĕсенче сопромат, металсен анализĕ, материаловедени, конструктивлă материалсен технологийĕ, вăй агрегачĕсемпе трансмиссисене юсасси тата ытти предметсемпе студентсем умĕнче лекцисем вуланă, семинарсем ирттернĕ. Пирĕн ентеше тăрăшса ĕçленĕшĕн, студентсене пĕлÿ панăшăн Хисеп грамотисем, Дипломсем парса чысланă.
Паянхи кун Михайлов доцент Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнче вăй хурать. Вăл Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, мăшăрĕпе Светланăпа вĕсем пĕр ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ.
Борис Васильевича çеç мар, хамăр районта çуралса ÿснĕ, халĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенче преподавательте тăрăшакан пур ентеше те уяв ячĕпе саламлатпăр, ĕçре пысăк çитĕнÿсем туса çамрăк студентсенчен çĕршыва кирлĕ специалистсем хатĕрлеме сунатпăр.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *