Пятница, 13 декабря

Çĕнĕ тортуар пулать

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ шкула кайма тротуар çукки пирки питĕ пăшăрханса калаçатчĕç.
Халăх шухăш-кăмăлне шута илсе нумаях пулмасть Çĕнтерĕве 40 çул урамĕнче çĕнĕ тротуар тума пикенчĕç. Çакна валли республика бюджетĕнчен укçа уйăрнă. Ĕçсене «Стройкомфорт» ООО пурнăçлать.
Тротуарăн сарлакăшĕ — 1 метр ытла, тăршшĕ 500 метр ытла пулĕ. Ун тăрăх ачасем пĕр чăрмавсăрах шкулалла утма пултарĕç. Халĕ объектра хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ.
/Хамăр инф./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *