Суббота, 20 апреля

Юсава вăхăтра вĕçлемен

Комсомольскинчи «Рябинушка» ача садĕнче «ЮМАН СТРОЙ ТРАНС» ООО ясли ушкăнĕн пÿлĕмĕсене юсать. Ĕçсене сентябрĕн 11-мĕшĕнче вĕçлемелле пулнă. Анчах та хальлĕхе палăртнин 60 процентне çеç пурнăçланă.
Çавна май сентябрĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов подрядчикпа, вĕренÿ учрежденийĕн ертÿлĕхĕпе тата ачасен ашшĕ-амăшĕпе курса калаçнă. Тĕлпулăва район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев тата Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова та хутшăннă.
«Рябинушка» ача садне çÿрекенсене вăхăтлăха урăх ача сачĕсене вырнаçтарнă. Анчах та юсав ытла вăраха кайни ашшĕ-амăшне питĕ кăмăлсăрлантарать. Вĕсен çывăхра вырнаçнă ача саднех тĕпренчĕкĕсене илсе çÿрес килет. Çакна шута илсе Александр Осипов юсав ĕçĕсене вăхăтра тăвасси мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен подрядчикпа калаçнă, вăраха тăсмасăр юсава вĕçлеме ыйтнă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *