Суббота, 20 апреля

Кăçалхи тухăç савăнтарать

Паянхи кун районти хуçалăхсем умĕнче ăнса пулнă «иккĕмĕш çăкăра» çанталăк пăсăличчен пĕтĕмпех пухса кĕртес тĕллев тăрать. Çавна май çĕрулми анисем çинче трактор шавĕ иртен пуçласа каçчен илтĕнет, туп-тулли тиенĕ машинăсем складсене васкаççĕ. Çак кунсенче «Комсомольские овощи» агрофирмăра ĕçсем мĕнле пынипе вырăна çитсе паллашрăмăр.
Хуçалăх кăçал пурĕ 140 гектар çинче «Гала» сортлă çĕрулми çитĕнтернĕ. Хальлĕхе 70 гектар çинчен çак тымарçимĕçе пуçтарса кĕртнĕ. Çĕнĕ йышши техникăпа усă курнă май çĕрулми кăларма халĕ нумай çын та кирлĕ мар. Анатолий Вершков тракторист ятарлă агрегатпа «иккĕмĕш çăкăра» кăларса пырать. Андрей Леонтьев, Сергей Константинов, Василий Шиков водительсем ăна склада турттараççĕ. Ĕçченсен пĕр ушкăнĕ склада кĕнĕ çĕрулмине сортировка тăвать.
— Кăçалхи тухăç чăннипех те савăнтарать. Хальлĕхе кашни гектартан вăтамран 350 центнер тухать. Пирĕн 3 пин тоннăлăх ятарлă çĕрулми управĕ пур. Пухса кĕртнĕ тымарçимĕçе унта хуратпăр, хĕлле сутма планлатпăр. Çанталăк уяр тăрсан тепĕр икĕ эрнерен хирти ĕçсене вĕçлеме те пулĕ, — паллаштарать лару-тăрупа «Комсомольские овощи» агрофирмăн исполнительлĕ директорĕ Василий Андреев.
Хуçалăх çĕрулми çитĕнтерес енĕпе çеç ĕçлемест. Кунта 10 гектар çинче — купăста, 23 гектар çинче — кишĕр, 20 гектар çинче хĕрлĕ кăшман ÿсет.
— Çак пахча çимĕçсене пуçтарса кĕртес ĕçе хальлĕхе пикенмен-ха. Ку енĕпе сентябрь вĕçĕнче е октябрь пуçламăшĕнче ĕçлеме пуçлăпăр. Хальлĕхе «иккĕмĕш çăкăра» хиртен вăхăтра кĕртесси тĕп вырăнта, — палăртать Василий Геннадьевич.
Çапла, кĕр çитсен ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен алă усса ларма вăхăт çук. Кĕрхи çанталăкăн кăмăлĕ сÿрĕк пулнине кура агрофирмăра вăй хуракансем те уяр кунсемпе туллин усă курма васкаççĕ. Тăрăшуллă ĕçченсене палăртнине пурнăçласа пахча çимĕçе вăхăтра пуçтарса кĕртме, ăна лайăх хакпа сутса пысăк тупăш илме сунатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *