Вторник, 16 апреля

Хаçат çырăнтарса парнеллĕ пулчĕç

Çыннăн ĕçĕ тепĕрне курăнмасть теççĕ. Чăннипех те çапла, кашнинех хăйĕн ĕçĕ чи кирли, йывăрри пек туйăнать. Акă, почтальонсене илер-ха, вĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ, нихăш тапхăрта та çăмăл мар. Халĕ те, информаци технологийĕсем хăвăрт аталаннă чухне, вăл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть, ял çыннисемшĕн чи кирлĕ çыхăну мелĕ шутланать.
Паянхи кун почта çыхăнăвĕнче чи чăтăмлисем ĕçлеççĕ теес килет. Хаçат-журнал, çыру валеçнипе кăна мар, ял çине тухсан темĕн те тумалла. Çурçултан çурçула вулав кăларăмĕсене çырăнтармалла, электроэнергишĕн, çутçанталăк газĕшĕн пухăнакан тÿлевсем, посылкăсем йышăнмалла. Пенси укçине валеçесси те пысăк яваплăх. Ку кăна-и? Ахаль те çăмăл мар сумкине унăн ял çыннисене сĕнме тĕрлĕ тавар тултарса йывăрлатмалла.
Кашниех хăйне шанса панă ĕçе тăрăшса пурнăçлать. Уйрăмах Александровка, Çĕнĕ Мăрат тата Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕсенчи почта уйрăмĕсенче ĕçчен те хастар почтальонсем ĕçленине палăртса хăварас килет. Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, чи маттур та лайăх ĕçлесе пыракан, «Каçал ен» хаçата 2019 çулхи пĕрремĕш çурçултан ытларах тата чи нумай çырăнтарнă почта уйрăмне парне кĕтет тесе. Шăпах çак парнене Лидия Осиповăпа /Александровка/ Ирина Ивановăна /Кĕçĕн Çĕрпÿел/ парса хавхалантартăмăр. Маттурскерсем чунтан ĕçе парăнни куç умĕнчех, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла утаççĕ. Александровка почта уйрăмĕн начальникĕ Роза Леонидовна Алякина ертсе пыракан коллектив район хаçатне çырăнтарассине нихăçан та чакармасть. Лидия Осипова çак ĕçре 1 çул çеç тăрăшать пулсан та «Каçал ене» 68 экземпляр çырăнтарма пултарнă. Вăл Александровка тата Луцки ялĕсенчи кашни киле кĕрсе тухма васкать.
Ирина Иванова Кĕçĕн Çĕрпÿел, Йăвашкел тата Тутар Йăвашкел ялĕсенчи урамсемпе 15 çул утать. Ĕçĕ çăмăлах мар пулин те кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма, кăмăлтан калаçма пултарать. Почта уйрăмĕн начальникĕ Надежда Вяче-славовна Ильина ĕçе тĕплĕн пĕлнипе палăрать. Почтальонсем, виççĕн вĕсем, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе, ял çыннисене хисеплесе ĕçлеççĕ. Çавăнпах ĕçĕ те ăнăçлă, ÿсĕнсе пырать. Асăннă ялсенчи çынсем ытларах «Каçал ен» хаçатпа çыхăну тытаççĕ. Çакă пире, паллах, чунтан савăнтарать.
Çĕнĕ Мăрат почта уйрăмĕнче тăрăшакансем те редакцин парнине тивĕçрĕç. Çĕнĕ Мăрат, Тукай, Тăманлă Выçли, Вутлан ялĕсене хаçат-журналпа тивĕçтерекен почта уйрăмĕнче 4 почтальон ĕçлет. Людмила Иванова, Елена Соловьева, Ирина Семенова тата Тамара Шельтямова кунсерен йывăр сумка йăтса çула тухаççĕ, хăйсене шанса панă ялсенчи çынсем патне пичет кăларăмĕсен çĕнĕ номерĕсене, çырусене çийĕнчех çитерме тăрăшаççĕ. Çырăнтару тапхăрĕнче те кашнинчех вĕсем хастарлăхпа палăраççĕ, килрен киле çÿресе хаçат-журнала тепĕр çурçуллăха çырăнма вăхăт çитни çинчен аса илтереççĕ.
Почта уйрăмне виççĕмĕш çул ĕнтĕ Екатерина Валерьевна Казакова ертсе пырать.
— «Каçал ен» хаçатпа тачă çыхăну тытакансем пирĕн йышлăн. Ытларах ватă çынсем район хаçачĕн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çырăнтару тапхăрĕнче те вĕсем чи малтан район хаçатне çырăнаççĕ. Унсăр пуçне «Хыпара», «Çамрăксен хаçатне» халăх кăмăлласах вулать. Эпир вĕсем ыйтнине туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр, — палăртать Çĕнĕ Мăратри почта уйрăмĕн ертÿçи.
Халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ почтальонсем. Ялсен сарлака урамĕсемпе куллен утаççĕ. Хаçат-журнала вăхăтра çитерес тесе ăнтăлса ĕçлеççĕ. Ытти почта уйрăмĕсенче тăрăшакан ĕçченсен кăтартăвĕсем те япăхах мар. Малалла та ĕçсене тĕплĕн, тăрăшса пурнăçласса шанса тăратпăр.

А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *