Четверг, 25 апреля

Çутçанталăка упрама пĕрле вĕренер

Çутçанталăка упрама пĕрле вĕренер

Августăн 25-мĕшĕнче Шупашкарти Николаев паркĕнче «Экокартиш» экологи уявĕ иртнĕ. Ăна хула çыннисене йăлари каяшсене уйрăммăн пуçтарма вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ. Пластик савăтсене, кĕленчене, макулатурăна, тимĕр банкăсене уйрăммăн пуçтарсан, вĕсене кайран «иккĕмĕш пурнăç» парнелеме пулĕ. Паркра çÿп-çапа уйăрса пуçтарма ятарлă контейнерсем пур.
«Экокартиш» проекта 2017 çулта пурнăçлама пикеннĕ. Ăна тĕрлĕ хуласенче: Мускавра, Хусанта, Екатеринбургра, Волгоградра тата ыттисенче те пурнăçлаççĕ. Николаев паркĕ çак проекта пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче хутшăнма пуçланă. Çапла 9 уйăх ĕнтĕ ача-пăча паркĕнче тĕрлĕ тематикăлла площадкăсем йĕркелеççĕ: экоквестсем, ăсталăх класĕсем ирттереççĕ, çÿп-çапран ăсталанă хатĕрсен куравĕсене тăваççĕ.
Паркра хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан çÿп-çапсене те пуçтараççĕ. Çав шутра çĕмĕрĕлнĕ оргтехника, йăлара усă курмалли техника, аккумуляторлă батарейăсемпе ĕçлекен приборсем, карас телефонсем, срокĕ тухнă эмелсем, батарейкăсем.
«Экокартиш» вăхăтĕнче ачасемпе çитĕннисем валли тĕрлĕ конкурс, вăйă ирттернĕ. Çакăн пек çитес мероприятие сентябрĕн 29-мĕшĕнче 11—13 сехетсенче ирттерме палăртнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *