Суббота, 20 апреля

Эко-марафон иртет

Эко-марафон иртет

Сентябрĕн 30-мĕшĕпе октябрĕн 11-мĕшĕччен республикăра » Макулатура пуçтарса йывăçа çăл» эко-марафон иртет. Акцие кашни район, хула хутшăнма тивĕç. Кăçал ăна ăмăрту евĕр йĕркелеме палăртнă. Чи маттуррисене Тав хучĕсемпе тата укçан преми парса хавхалантараççĕ.
» Макулатура пуçтарса йывăçа çăл» эко-марафон тĕллевĕ — çынсене макулатура пуçтарма хăнăхтарасси. Çавăнпа та эко-марафона вĕренÿ заведенийĕсем, предприятисемпе организацисем, компанисем тата ыттисем те хутшăнма пултараççĕ. Акцие хутшăнас тесессĕн 300 килограмм ытла кирлĕ мар хут пуçтармалла. Ун хыçççăн www.сдай-бумагу.рф. сайта кĕрсе заявка памалла. Заявка янă хыççăн макулатурăна палăртнă вырăна килсе илсех тиесе тухаççĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн районтан октябрĕн 1-мĕшĕнче макулатура килсе илеççĕ. Эсир акцие хутшăнма хатĕр-и? Çырса пĕлтерĕр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *