Пятница, 19 апреля

Сахал тĕл пулакан ÿсен-тăрансем

Сарлака çулçăллă сÿрĕк курăк /дремлик широколистный/ — нумай çул ÿсекен, 30—50 сантиметр çÿллĕш ÿсен-тăран. Туни çÿлте кăшт çăмламас. Июнь— июль уйăхĕсенче чечеке ларать. Чечекĕсем симĕспе йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕ, çупкăмпа ÿсеççĕ. Чăваш Республикинче Атăл леш енче, Шупашкар, Улатăр, Канаш, Вăрнар тата Комсомольски районĕсенче хутăш вăрмансенче е юманлăхсенче ÿсет.
Пиретрум /пиретрум щитковый/ — сайра тĕл пулакан, 30—120 сантиметр çÿллĕш нумай çул ÿсекен ÿсен-тăран. Июнь — август уйăхĕсенче чечеке ларать. Ытларах Хĕвелтухăç Европăра, Кавказра, Хĕвел-анăç Çĕпĕрте ÿсет. Пирĕн республикăра хура тăпраллă районсенче, çав шутра пирĕн районта та ÿсет.
Сарă чăпăл курăкĕ /купальница европейская/ — нумай çул ÿсекен, 20—70 сантиметр çÿллĕш ÿсен-тăран. Май—июнь уйăхĕсенче чечеке ларать. Чечекĕсем пĕчченшерĕн вырнаçнă, сарă тĕслĕ, шултра, шар евĕрлĕ. Пирĕн республикăра, çавăн пекех районта та, çулçăллă е хутăш вăрмансен йĕперех уçланкисенче тĕл пулать.
Вĕтĕ тĕклĕ хăйăр курăкĕ /песчанка мелкожелезистая/ — сайра тĕл пулакан нумай çул ÿсекен курăк. 15—50 сантиметр çÿллĕшне çитет. Июнь — август уйăхĕсенче чечеке ларать. Чече-кĕсем йышлă мар, шурă. Ытларах чухне хура тăпраллă районсенче ÿсет. Ăна республикăн кăнтăр хĕвеланăç тата кăнтăр хĕвелтухăç районĕсенче тĕл пулма пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *