Çĕр çинчи мĕн пур пуянлăха,
Пурăнмашкăн панă ырлăха,
Хапсăнса çак янтă пурлăха
Çын тухать-мĕн вăрă-хураха.
Шывĕ хăпарать, вăрман çунать…
Ял-хула, уй-хир вараланать
Тĕтĕм-сĕрĕмпе, наркăмăшпа.
Ÿлĕм кам сывлать ку сывлăшпа;
Кайăк-кĕшĕк те тискер чĕр чун
Сайралсах пыраççĕ кунран-кун,
Шыв та пулĕ юрăхсăр ĕçме,
Пулă юлмĕ шывсенче ишме…
Чунсăр-и эпир; Чун ыратать!
Куçсăр мар-тăр; Куç йăлтах курать!
Çĕр-аннемĕр пулăшу ыйтать,
Çынра çынлăх çĕнессе шанать!
Çын тимлетĕр пурнăç йĕркине,
Çутçанталăка упрассине
Вăл шутлатăр тивĕç вырăнне,
Туйтăр Çĕр çинче хăй парăмне.
П.РОДИОНОВ.