Пятница, 26 апреля

Чечек пахчи хавхалану кÿрет

Чечек пахчи хавхалану кÿрет

Тукай ял поселенийĕн территорийĕнче «Илемлĕ палисадник» конкурс иртнĕ. Комисси членĕсем ял тăрăхне кĕрекен кашни яла çитсе чечек çи-тĕнтерес енĕпе ăста çынсен ĕçĕсене хак панă.

Палăртма кăмăллă: хăйсен пÿрт умĕсене, пахчисене чечексемпе илемлетекенсен йышĕ кашни çулах ÿссе пырать. Юлашки вăхăтра участоксене  чечексемпе çеç мар, декоративлă аркăсемпе, бассейнсемпе, фонтансемпе, беседкăсемпе, тĕрлĕ кĕлеткесемпе тата ыттипе те илемлетме пуçларĕç. Хăш-пĕрисен пахчисенчен тĕлĕнсе пĕтереймĕн!

Çынсем хăйсен вăхăтне, укçи-тенкине шеллемесĕр йĕри-таврана илемлетме тăрăшнине кура жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма йывăр пулчĕ.  Чылай шухăшланă хыççăн вĕсем Зойăпа Михаил Чебоксаровсен, Наталийăпа Александр Туйдуковсен, Татьянăпа Валерий Плешковсен, Зоя Афанасьеван, Ольгăпа Владимир Андреевсен, Светланăпа Петр Зверевсен, Ларисăпа Николай Зверевсен, Еленăпа Михаил Киргизовсен, Тамарăпа Леонид Тарасовсен, Нинăпа Александр Матросовсен, Галинăпа Николай Крипцовсен, Антонина Прокопьеван, Валентинăпа Валерий Тумаковсен чÿрече умĕнчи пахчисене чи илемлисем тесе йышăннă. Вĕсем хăйсен аллипе ăсталанă илем аякранах хăй патне илĕртет, кашни кунпа савăнса пурăнма хавхалантарать.

Уйрăм çынсен пахчисенче çеç мар, тĕрлĕ учрежденисен территорийĕсенче те калама çук илемлĕ те тирпейлĕ. Вĕренÿ, культура учрежденийĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем умĕнчи чечек клумбисене курса утса иртме питĕ кăмăллă.

Михаил Архангел храмĕн территорийĕнче те куç тулли илем. Чиркĕве çÿрекенсем, унта ĕçлекенсем юмахри пек илеме хăйсен аллисемпе ăсталанă, çуркуннерен пуçласа мĕн сивĕтичченех вĕсем чечек пахчине пăхса тирпейлесе тăраççĕ.

Йĕри-таврара тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ÿсни, симĕс курăк ешерни мĕн тери аван. Вĕсене çитĕнтерекенсене, ÿркенмесĕр, хăйсен вăхăчĕсене шеллемесĕр куллен пăхса тăракансене чăн-чăн асамçăсем тесе калас килет. Вĕсем тăрăшнипех эпир çакăн пек илеме курса савăнма пултаратпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *