
«Каçал» халăх фольклор ансамблĕ халăх пултарулăхĕн «Выля, купăс, янра, такмак!» IV фестиваль-конкурсĕн Гран-прине тивĕçнĕ.
Августăн 10-мĕшĕнче Куславкка районĕнче Петр Петрович Шоркин купăсçăна асра тытса халăх пултарулăхĕн «Выля, купăс, янра, такмак!» IV фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта 17 юрăç тата 7 пултарулăх коллективĕ хутшăннă. Чăваш Енри чи маттур купăсçăсемпе коллективсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Фестиваль-конкурса халăх юррисене юрлакансене, купăспа тата ытти халăх инструменчĕсемпе вылякансене, талантлă çынсене тупса палăртас тата вĕсен ĕçĕсене аталантарас тĕллевпе ирттернĕ.
Тивĕçлĕ наградăна — фестивалĕн Гран-прине «Каçал» халăх фольклор ансамбльне парса чысланă. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн чи маттур хастарĕсене палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ: Владимир Павлов (ансамбль ертÿçи), Владимир Павлов, Николай Карпов, Владимир Григорьев, Вячеслав Салаев, Виталий Хораськин, Валерий Данилов, Юрий Тихонов, Павел Биктимиров, Николай Николаев, Александр Копташкин, Геннадий Султанов. Вĕсем юрă-ташăра, фестиваль-конкурссенче яланах пултаруллă. Эпир вĕсене чунтан саламлатпăр, малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!
(ХАМĂР ИНФ.).