Пятница, 19 апреля

Гран-при – Каçалсенче

Гран-при – Каçалсенче

«Каçал» халăх фольклор ансамблĕ  халăх пултарулăхĕн «Выля, купăс, янра, такмак!» IV фестиваль-конкурсĕн Гран-прине тивĕçнĕ.

Августăн 10-мĕшĕнче Куславкка районĕнче Петр Петрович Шоркин купăсçăна асра тытса халăх пултарулăхĕн   «Выля, купăс, янра, такмак!» IV  фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.  Унта 17 юрăç тата 7 пултарулăх коллективĕ хутшăннă.  Чăваш Енри чи маттур купăсçăсемпе коллективсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Фестиваль-конкурса  халăх юррисене юрлакансене, купăспа тата ытти халăх инструменчĕсемпе вылякансене, талантлă çынсене тупса палăртас тата вĕсен ĕçĕсене аталантарас тĕллевпе ирттернĕ.

Тивĕçлĕ наградăна — фестивалĕн Гран-прине «Каçал» халăх фольклор ансамбльне парса чысланă.  «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн чи маттур хастарĕсене палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ: Владимир Павлов (ансамбль ертÿçи), Владимир Павлов, Николай Карпов, Владимир Григорьев, Вячеслав Салаев, Виталий Хораськин, Валерий Данилов, Юрий Тихонов, Павел Биктимиров, Николай Николаев, Александр Копташкин, Геннадий Султанов. Вĕсем юрă-ташăра, фестиваль-конкурссенче яланах пултаруллă. Эпир вĕсене чунтан саламлатпăр, малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!

(ХАМĂР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *