Пятница, 4 октября

Макулатура йышăнаççĕ

Унчченхи вăхăтра шкул ачисем хушшинче макулатура пуçтарасси анлă сарăлнă пулнă. Классем пĕр-пĕринпе ăмăртса кивĕ хаçат-журнал пуçтарнă, çĕнтерÿçĕсем хисепе тивĕçнĕ. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: кивĕ хутсене тепĕр хут усă курма яни, вĕсенчен кулленхи пурнăçра кирлĕ япаласем туса кăларни йывăçсене, вăрмансене перекетлеме май парать. Вăрмансене вара пирĕн  планетăн ÿпки теççĕ. Шăпах вĕсем сывлăша тасатса кислородпа пуянлатаççĕ. 

Районта паянхи кун та макулатура пуçтаракансем пур. Райпон хатĕрлев кантурĕ хут, картон, полиэтилен йышăнать. Вĕсене уйрăм çынсем те, организацисем те килсе пама пултараççĕ. Енчен те макулатура питĕ нумай хатĕрленĕ пулсан, хатĕрлев кантурĕн ĕçченĕсем киле пырсах илсе каяççĕ.

— Кивĕ кĕнекесем, хаçат- журналсем килсе паракансем   чылайăн. Тĕрлĕ ялсенчи шкулсем        хушăран пыра-пыра параççĕ. Мага-                    зинсен вара картон  курупкасем пуçтарăнса каяççĕ. Вĕсене те хаваспах йышăнатпăр, — паллаштарать лару-тăрупа     хатĕрлев кантурĕн директорĕ Ф.М.Гайнутдинов.

100 килограмм макулатура пĕр йывăçа çăлать, теççĕ. Апла пулсан эпир те активлăн çак ĕçе хутшăнар. Макулатура пуçтарасси пĕрре те йывăр мар, усси вара куçкĕрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *