Вторник, 23 апреля

Эмел курăкĕсем

Утмăл турат. Унăн чечекĕ сиплĕ. Пÿре, пĕвер чирĕсенчен сиплет.

Шĕпĕн курăкĕ. Асăрханса татмалла, вăл наркăмăшлă. Унпа эпидермис чирĕнчен сипленеççĕ.

Сар çип ути. Чечекĕ тата çулçи сиплĕ.

Хура çырла. Çырли те, çулçи те усăллă. Организмри сахăр шайне чакарать, куç çивĕчлĕхне ÿстерет. Стоматит, пародонтоз чирĕсенчен лайăх. Организмран сиенлĕ япаласене кăларать, юн пусăмне йĕркелесе тăрать. Ревматизмпа, гемморойпа аптăракансемшĕн те усăллă.

Пĕтнĕк ?мята/. Сăмса питĕрĕнсен пĕтнĕке вĕри шыва ярса пăса сывласа ингаляци тумалла. Ку сăмсана тумлатмалли эмел пекех витĕм кÿрĕ. Бактерисене те пĕтерет. Стресс пуçлансан пĕтнĕк пулăшать. Ывăннине хăвăрт ирттерес килсен пĕтнĕк çулçине вĕтетĕр, сивĕ шыва ярăр та холодильнике 1 сехетлĕхе лартăр. Унтан пите çак шыва чикĕр. Пуç ыратсан та пĕтнĕк чейне ĕçме хăрамалла мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *