Четверг, 25 апреля

Манмаççĕ ватă моряка

Манмаççĕ ватă моряка

Иван Егорович Скворцов 1937 çулта Хирти Шăхасан ялĕнче çуралнă. Унăн çамрăклăхĕ çăмăл килмен. Ача 4 çулта чухне хăрушă вăрçă пуçланнă, фашистсем пирĕн çĕршыва ним систермесĕр тапăнса кĕнĕ. Вăйпитти арçынсем пурте вăрçа тухса кайнă. Выçăллă-тутăллă пурнăç çитнĕ ялсенче юлнă ачасемшĕн.

 

Кăшт ÿссессĕн Иван ялти ĕçе кÿлĕннĕ, ака-суха тунă çĕре хутшăннă. Салтака кайма ят тухсан шăпа  ăна ин-çетри Çурçĕр флотне илсе çитернĕ. Унта вăл 4 çул салтак пăтти çинĕ. Службăра пулнă чухне нумай Хисеп хучĕ панине аса илет ветеран.  

Салтак пурнăçĕ вĕçленсен Иван Казахстана çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕре кайнă, çулталăк ытла унта комбайнерăн помощникĕнче вăй хунă. Яла таврăнсан çамрăк каччă çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе вĕсем 10 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Иван Егорович тракториста вĕренсе тухнă, «Красный Октябрь» колхозра вăй хума тытăннă. Техникăна лайăх пăхнине кура ăна комбайн шанса панă. «Мĕн канăва тухиччен миçе гектар çулса çапнине хам та ас тумастăп», — тет аслă çулсенчи моряк. Вăл республикăри вырма ăмăртăвне те хутшăннă, унта иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та пушă лармасть Иван тете: кил таврашĕнче кăштăртатать, пушă вăхăтра сăвăсем те çырать. Кăçал вăл 82 çул тултарчĕ. Унăн ĕç стажĕ 48 çулпа танлашать. Тинĕс-çар флочĕн районти организацийĕ хисеплĕ ветерана вăрăм кун-çул, телей, чирлемесĕр пурнăç çулĕпе малалла утăмлама сунать.

Палăртса хăварас килет: июлĕн 28-мĕшĕнче Комсомольскинче районти моряксен уявĕ иртет. Вăл 10 сехетре Тинĕс-çар флочĕн ялавне çĕкленипе пуçланать. Пурне те уява йыхравлатпăр.

Е.ОРЕШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *