Экологи фестивалĕ иртнĕ

Экологи фестивалĕ иртнĕ

Кашни çулах июнĕн 5-мĕшĕнче Раççейре Эколог кунне паллă тăваççĕ. Çак кун тĕрлĕ мероприятисемпе акцисем иртеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — тавралăха упрамалли, тасалăхра тытмалли çине тимлĕх уйăрасси.
Июнĕн 6-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче çак уява халалланă экологи фестивалĕ иртнĕ. Ун вăхăтĕнче вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхне вĕрентме квест йĕркеленĕ, ăсталăх класĕсем, экологи вăййисем, «ЭкоДвор» акци ирттернĕ.
Фестивале пуçтарăннисем экологи темăллă кĕнекесемпе паллашнă, гербари картинисен, минералсен куравĕсенче пулнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра ăс пухакан студентсем тата «Салют» культура çуртĕнчи «Радость» ташă коллективĕ куракансене юрă-ташăпа савăнтарнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *