Суббота, 4 февраля

17 ача çуралнă

17 ача çуралнă

Районти ЗАГС уйрăмĕ апрель уйăхĕнче 17 пепке çут тĕнчене килнине регистрациленĕ, вĕсенчен 12-шĕ — арçын ача, 5-шĕ — хĕр-ача. 3 ача — çемьери пĕрремĕш ачасем, 5 ача — иккĕмĕшсем. 9 пепкен ашшĕ-амăшĕ виççĕмĕш е ытларах хут атте-анне пулса тăнă.
Çак уйăхра 2 ачан ашшĕ камне çирĕплетнĕ, усрава илни çинчен 1 акт регистрациленĕ. Пĕр мăшăр чăмăртаннă. 2 çемье малашне вĕсен çулĕсем пĕр еннелле выртманнине палăртса суд урлă уйрăлнă. 33 çын çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайнă, вĕсенчен 20-шĕ — арçын, 13-шĕ — хĕрарăм.
О.ФЕДОТОВА.

Комментари
ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева:
Республикăри çамрăк çемьесен сертификачĕпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприяти пурнăçланиçемье институтне çирĕплетме тата ача çуратаслăха ÿстерме май парасси иккĕлентермест.
Чăваш Енре çемьене çирĕплетес, обществăра, уйрăмах çамрăксем хушшинче, унăн ят-сумне ÿстерес, çемье пуянлăхне сыхласа хăварас тесе чылай ĕç тăваççĕ. Çак ĕçре ЗАГС органĕсем те чылай тăрăшаççĕ. Сăмахран, вĕсем çемьесем уйрăласран профилактика мерисем ирттереççĕ. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта пирĕн республика Атăлçи федераллă округра уйрăлакансен шучĕ чи пĕчĕк пулнипе палăрнă — кашни 1000 çын çине пирĕн республикăра 2,9 çемье арканнă тĕслĕх лекет. Раççей шайĕнче пăхсан, эпир ку енĕпе 7-мĕш вырăнта.
Çак кăтартусем Чăваш Енре çемье тата мăшăрлану институчĕсене çирĕплетме ятарлă мероприятисем пурнăçланипе çыхăннă.
Кашни çул республикăри ЗАГС органĕсенче вăтамран 7 пин ытла çемье чăмăртаннине регистрацилеççĕ. Халĕ юратнă çынпа пĕр çемье чăмăртама шутланă çынсене «Çамрăк çемьесен сертификатне» парĕç. Мăшăрланнă хыççăн пĕр çулталăкра вĕсем тÿлевсĕрех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма, перинаталлă центрсен пысăк квалификациллĕ специалисчĕсен консультацийĕсене илме пултараççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *