Суббота, 20 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Районти хуçалăхсем çуракине вĕçлесе пыраççĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтерни çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ. Çĕрулмине паянхи кун тĕлне 691 гектар çинче лартнă. Ку вăл палăртнин 87 проценчĕпе танлашать. Хальхи вăхăтра çĕрулми йăранĕсене хăпартас ĕç пырать.
Куккуруса 530 гектар çинче акнă. Хальлĕхе çанталăк сивĕтнине кура çак ĕçе вăхăтлăха чарса лартнă.
Япăх хĕл каçнă кĕрхи культурăсене çĕнĕрен 2810 гектар çинче акнă. Çакă пĕтĕмĕшле палăртнин 94 проценчĕпе танлашать.
Паянхи кун тĕлне 960 гектар çинче гербицид сапнă. Çак ĕçе «Искра» колхозра, «Дружба», «Труд» ЯХПКсенче, «Родина» тата Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕсенче пурнăçлаççĕ.
«Турхан» ЯХПКра тата «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче пахча çимĕçсене акса пĕтернĕ. «Комсомольские овощи» ОООра çак ĕçсем малалла пыраççĕ.
А.СВЕКЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *