Четверг, 25 апреля

Хушма пĕлÿ илме пулать

Хушма пĕлÿ илме пулать

Пенси çулне çитсе пыракансем регионти «Аслă ăру» проектпа килĕшÿллĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă професси пĕлĕвĕ илме тата хушма профессие вĕренме пултараççĕ. Çакă вĕсене çĕнĕ технологисемпе, хатĕр-хĕтĕрпе, программăсемпе ĕçлеме, квалификаци разрячĕ е категорийĕ илме, малтанхи вырăнтах малалла ĕçлеме е çĕнĕ ĕç тупма май парать.
Çак мелпе халĕ ĕçлекен е ĕçпе тивĕçтерекен органа ĕç шыраса пынă пенси çулне çывхарса пыракан граждансем усă курма пултараççĕ. Вĕренÿ вăтамран 3 уйăх тăсăлать. Ĕçсĕр граждансене вĕреннĕ вăхăтра 11280 тенкĕпе танлашакан стипенди тÿлеççĕ.
Çакăн пек мелпе профессие вĕренес текенсем районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пырса маларах çырăнма пултараççĕ. Тĕплĕнрех çак адреспа пĕлме пулать: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт, 2-мĕш кабинет, телефонсем: 8/83539/5-13-79, 8-960-311-93-14.
Е.ЖУКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *