Суббота, 20 апреля

Шывăн турачĕ çук 

Шывăн турачĕ çук 

Май уйăхĕ çеç пулин те çанталăк çав тери шăрăх тăчĕ. Хĕвеллĕ çанталăкра хăшĕ-пĕри шыва та кĕчĕ пуль. Акă, Елчĕк районĕнче 6 çулхи ача шывра вилни ашшĕ-амăшне сисчĕвлентерчех пулĕ тетĕп. 6 тата 5 çулхи ачасем инкек тÿснĕ, телее пĕр ачана вăхăтра пулăшу пани унăн пурнăçне çăлма май панă. Çавăнпа та çуллахи кунсенче ашшĕ-амăшĕн уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ачисене пăхсах, вĕсем канăва епле ирттернине тĕрĕслесех тăмалла, шывра асăрхануллă пулмаллине ăнлантармалла.
Пепкесен пурнăçĕшĕн эпир, аслисем, яваплă. Ачасене шыв хĕррине хăйсене çеç ан ярăр! Вĕсене кÿлĕсемпе юханшывсем хĕрринче хăйсене епле тытма кирлине ăнлантарса парăр, хăйсем палламан вырăнта шыва кĕме юраманни пирки асăрхаттарăр. Астăвăр, хăвăр пĕлмен вырăнта, кĕпер айĕнче шыва ан кĕрĕр. Кÿлĕпе юханшыв тарăнăшне пĕлмесĕр унта чăмни — пурнăçшăн хăрушă! Шыва кĕнĕ самантра пĕр-пĕрне ал-ураран туртни, сĕтĕрни те инкек патне илсе çитерет. Ан манăр, «Купание запрещено!» асăрхаттарса çырнине тĕл пулатăр пулсан шăпана тĕрĕслеме кирлĕ мар. Кÿлĕсемпе юханшывсем тимлĕ пулнине юратаççĕ.
2018 çулта республика территорийĕнче 32 çын путнă, çав шутран 5 ачана, аслă 4 çынна çăлма май килнĕ.
Д.ГАЛКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *