Пулас салтаксем çар вĕренĕвĕнче

Пулас салтаксем çар вĕренĕвĕнче

Арçын ачасем — çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем. Çавăнпах пулĕ мĕн пĕчĕкрен вĕсем салтак тумне кăмăллаççĕ, тетте пăшалсемпе пемелле выляççĕ, çитĕнсен çирĕп те патвар пулма, салтака кайма ĕмĕтленеççĕ. Районти шкулсенче 10-мĕш класра вĕренекенсем салтак пурнăçĕ мĕнлереххине хăйсем çинче туйса кураяççĕ — çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕсем Комсомольски вăрманĕ хĕррине çар вĕренĕвне пуçтарăнчĕç.
Çакăн пек вĕренÿ ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Яшсем 5 кун вăрман хĕрринче палаткăсенче салтакри пек режимпа пурăнĕç, тĕрлĕ енлĕн хăйсен пултарулăхне кăтартĕç, çар ăсталăхне вĕренĕç.
Район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.М.Антонова çарпа патриотизм воспитанийĕ мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулни çинче чарăнса тăчĕ, каччăсене ăнăçу сунчĕ.
Çар вĕренĕвĕнче çамрăксен канса ларма вăхăт пулмĕ тесен те юрать. Вĕсен апат-çимĕç те хăйсенех пĕçермелле, территорие те тирпейлесе тăмалла, унсăр пуçне кашни кун теорипе практика урокĕсем иртĕç. Çар вĕренĕвĕ пуриншĕн те усăллă иртесси, кашниех унта хăйне валли чылай çĕнни пĕлесси пĕрре те иккĕлентермест.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *