Вторник, 23 апреля

Раççей — Китай форумĕ Шупашкарта иртет

Раççей — Китай форумĕ Шупашкарта иртет

Кăçал Раççейпе Китайăн дипломати хутшăнăвĕсене йĕркеленĕренпе 70 çул çитет. Мускавшăн та, Пекиншăн та тĕп вырăнта — экономика, политика хутшăнăвĕсене аталантарасси. Юлашки çулсенче çак икĕ çĕршыв çыхăнусене çирĕплетес енĕпе çине тăрса ĕçлет.

Майăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Атăлçи округри тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юханшыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртет. Унта Раççейри 14 тата Китайри 6 регионăн ертÿçисем пуçтарăнмалла.
«Атăл — Янцзы» форматлă ĕçлĕ çыхăнăва 2013 çулта йĕркеленĕ. 2014 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Самарта Атăлçи тата Турипе Вăта Янцзы юханшыв хутлăхĕнчи регионсен ертÿçисем тĕлпулура пирĕн республикăра инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесси çинчен килĕшĕве алă пуснă.
2014 çултанпа икĕ çĕршыв регионĕсем экономика, суту-илÿ, наукăпа техника, гуманитари енĕпе çыхăнса ĕçлессипе 38 килĕшÿ тунă.
Пирĕн республикăра «Сычуань — Чăваш Ен» агропромышленноç паркĕ тума палăртнă. Ăна валли Китайри патшалăх корпорацийĕ укçа уйăрать. Проектпа килĕшÿллĕн 7000 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ йышши комплекс хута каймалла. Инвестицин пĕтĕмĕшле хакĕ — 10 млрд тенкĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *