Четверг, 25 апреля

Ăмăртăва хатĕрленер

Ăмăртăва хатĕрленер

Кăçал «Спортивное долголетие» республика спартакиадине Çĕрпÿ хулинче ирттерме палăртнă. Унта 60 çултан иртнĕ арçынсемпе 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр çак спартакиадăра пирĕн район команди лайăх хатĕрленсе ăнăçлă ăмăртрĕ, республикăра 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Кăçал та спартакиадăра лайăх кăтартусем тăвас тесен, ăна халех хатĕрленмелле.
Ăмăртăвăн программи тăрăх, çăмăл атлетикăра икĕ арçынпа икĕ хĕрарăмăн 1000 метрлă дистанцие чупса тухмалла, шывра ишессипе пĕр арçынпа пĕр хĕрарăмăн 50 метрлă дистанцие ирĕклĕ мелпе ишмелле. Сĕтелçи теннис вăййине, пневматика винтовкинчен тĕл перессине, шахмат вăййине пĕр арçынпа пĕр хĕрарăмăн хутшăнмалла. Командăра пурĕ 8 спортсмен ?4 арçынпа 4 хĕрарăм/ пулмалла. Эстафетăпа дартса командăри пур спортсменăн та хутшăнмалла.
Апрелĕн 13-мĕшĕнче, шăматкун, пенсионерсем хушшинче «Кĕтне» ФСКра сĕтелçи теннисĕпе ăмăрту иртет. Вăл 10 сехетре пуçланать. Унта çĕнтерекенсем спартакиадăна хутшăнма тивĕçлĕ пулĕç.

В.ПУНДЯКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *