Пятница, 26 апреля

11 ача çуралнă

11 ача çуралнă

Районти ЗАГС уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи март уйăхĕнче районта 11 пепке çут тĕнчене килнĕ /пĕлтĕрхи çак уйăхринчен 1 ача сахалрах/. Çав шутра — 4 арçын ачапа 7 хĕрача. Икĕ çемьене «çĕнĕ кайăк» пĕрремĕш хут вĕçсе килнĕ, 3 ача — çемьере иккĕмĕшсем, ыттисем вара — çемьери виççĕмĕш е ытларах ачасем.
Кăçалхи март уйăхĕнче Мендельсон маршĕ 8 мăшăршăн янăранă. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак уйăхринчен 2 ытларах.
Шел пулин те, вилекенсен шучĕ районта çуралакансенчен чылай ытларах. Март уйăхĕнче 37 çын пурнăçран уйрăлнă, вĕсенчен 19-шĕ — хĕрарăмсем, 18-шĕ — арçынсем.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *