Вторник, 16 апреля

Пăрчăкан пек вăр-варскер

Пăрчăкан пек вăр-варскер

Пĕрре те алă усса ларма хăнăхман Шурут ялĕнче пурăнакан Галина Уразаева. Ирпе ирех тăрать те вăл тÿрех юратнă ĕçне васкать. «Урожай» колхозра дояркăра ĕçлекенскер, 50 ытла ĕне сăвать, вĕсен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче пулнине асра тытса хăйне шанса панă ĕнесене лайăх пăхма тăрăшать.
Малтанах Галина колхозăн сысна ферминче ĕçленĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçланине кура ăна ферма заведующийĕ пулма сĕннĕ. Çак ĕçре вăл 10 çул вăй хунă. Çулсем иртсен, самана таппине кура пулĕ, хуçалăх сысна фермине пĕтернĕ. Ĕçсĕр пĕр самант та ларма хăнăхман Галина Николаевна почтальонра ĕçлеме пикеннĕ. Хаçат-журнал валеçнĕ хыççăн колхоз хирне васканă, кил таврашĕнчи ĕçсене тума та вăхăт тупнă.
Ĕçрен хăраман çыннăн çитĕнÿсем, паллах, пулаççех. Икĕ çул çеç ял çыннисене хаçат-журналпа тивĕçтернĕ пулсан та Галина Уразаева çак ĕçре те хăй малтисен ретĕнче пулнине кăтартса панă, «Чи лайăх почтальон» ята тивĕçнĕ.
Чунĕ выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕç еннеллех туртăннине кура маттур хĕрарăм ĕне фермине вырнаçнă. «Эпир пурĕ 8-ăн черетленсе ĕçлетпĕр. Ирхи сăвăма пĕрисем тухаççĕ, каçхине — теприсем. Кам та кам ĕçе пырайман чухне пĕр-пĕрин вырăнне те ĕçлетпĕр. Тăрăшнине кура укçине аван тÿлеççĕ пирĕн хуçалăхра. Малта пыракансене парнесемпе, премисемпе хавхалантараççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкара концерта та кайса килтĕмĕр», — хавхаланса каласа парать Галина Николаевна.
Кирек хăш ĕçре вăй хунă чухне те вăл яланах чи пултаруллисен йышĕнче пулнă. Çавăнпа та унăн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем питĕ нумай.
Хастар çынсем вĕсем пур енĕпе те пултаруллă пулаççĕ. Галина Уразаева çĕлеме юратать, юрра-ташша та ăста. Вăл «Шурăмпуç» фольклор ансамбльне çÿрет, тĕрлĕ ял-хулана çитсе куракансене юрри-ташшипе савăнтарать. «Шкулта вĕреннĕ чухнех йăмăкпа Людăпа пĕр конкурсра узбек ташши ташласа çĕнтернĕччĕ. Юрă-ташăсăр пĕр кун та пурăнайманнине кура фольклор ансамбльне çÿреме тытăнтăм. Ку тарана çитсе пĕр концертран та юлман», — кăмăллăн пуплет хĕрарăм.
Пăрчăкан пек вăр-варскере, ĕçченскере пур ĕçре те хавхалантарса пыракансем — юратнă мăшăрĕпе ачисем, мăнукĕсем. Юрий Валентинович «Урожай» колхозра трактористра вăй хурать. Мĕн çамрăклах чунĕ туртнипе çак ĕçе вырнаçнă та вăл, халĕ те унтах тăрăшать. Кермен пек çурт хăпартнă Уразаевсем, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ. «Пур ĕçе те килĕштерсе тумалла, вара çитĕнÿсем пулаççех», — тет Галина Николаевна.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *