Вторник, 8 октября

«Ял профессийĕ» пархатар кÿрĕ

«Ял профессийĕ» пархатар кÿрĕ

Ялсенче пурăнакансене пенси çумне хушса тÿлеме пуçлани — савăнăçлă хыпар. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра ялта пурăнакан 25 пин çын ку укçана илме пуçларĕ. РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Уйрăмĕн ертÿçи Роза КОНДРАТЬЕВА çĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн каласа кăтартма кăмăл турĕ.
— Роза Алексеевна, «ялăн» хушма тÿлевĕ камсене тивнине тепĕр хут аса илер-ха…
— Саккунпа килĕшÿллĕн, пенси çумне çирĕплетнĕ тÿлевĕн 25: чухлĕ хушма укçана ял хуçалă-хĕнче 30 çултан кая мар вăй хунă, хальхи вăхăтра ĕçлемен, ялтах пурăнакан çынсем уйăхсерен илсе тăма пултараççĕ. Пенси фончĕн даннăйĕсем тăрăх, çак условисене иртнĕ çул вĕçĕ тĕлне республикăра 24,6 çын тивĕçнĕ. Вĕсене 2019 çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен пенси çумне хушса тÿлеме пуçланă. Çапла вара ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ пенсионерсен пенсийĕ январьте страховани пайне 7,05: чухлĕ индексациленĕ хыççăн вăтамран 2,1 пин тенкĕ ÿсрĕ.
«Ялшăн» хушса тÿлесси пирки хăшĕ-пĕри ĕмĕтленме те пултарайман-тăр. Тен, стажа çирĕплетекен документсене те вăхăтра пухса пыман…
Шкулта вĕреннĕ чухне колхозсенче ĕçленĕ, хуçалăхсене пулăшнă çынсем ял стажне çĕнĕрен шутласа пама ыйтса кăçалхи январь уйăхĕнче пĕр пин ытла заявлени çырнă, документсем тăратнă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинче «ялăн» хушма тÿлевне 25,9 пин çын илсе тăрать. Ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ тапхăрсем çинчен документсене Пенси фондĕнче çулталăк тăршшĕпех йышăнаççĕ. Пенсие кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен шутласа параççĕ. Енчен те документсене 2020 çулта е каярах тăратсан пенсие заявлени панă хыççăнхи уйăхран çĕнĕлле шутлаççĕ.
— Ял хуçалăхĕнчи çителĕксĕр стажа пенсие палăртнă хыççăн ĕçлесе тултарма пулать-и? 
— Паллах. Ял хуçалăх стажне 30 çултан кая мар ĕçлесе тултарсан пенсие çĕнĕрен шутласа пама ыйтса заявлени çырмалла. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçленĕ тапхăра ĕç кĕнеки тата ял хуçалăх организацийĕсем Пенси фондне паракан сведенисем тăрăх çирĕплетеççĕ.
— Паян пысăкрах пенси илме иртнĕ виçĕ теçетке çул хушшинче çынсен мĕнле ĕç вырăнĕсенче вăй хумалла пулнă-ха?
— Ĕçсен тата должноçсен списокне, çавăн пекех ĕç тапхăрĕсене шутламалли правилăсене РФ Правительствин 2018 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнчи 1440-мĕш номерлĕ постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Списокра 500 яхăн тĕрлĕ професси тата должность. Сăмахран, пахча çимĕç ÿстерессипе çыхăннисен шутне агронома, тракториста, йĕтем заведующине, ферма заведующине, машина тата оборудовани наладчикне кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен мастера, машинăпа сăвакан оператора, ăратлăха шута илекен техника, ял хуçалăх производствин технологне, ветеринара, пулă ĕрчетессинче — зоотехник-пулă ĕрчетекене, механизатора тата ыт. профессие те.
— Списокра комбайнер, агроном /полевод/, доярка, выльăх пăхакан, конюх, кĕтÿç, хуралçă профессийĕсем çук. Мĕншĕн*
— Списокра вĕсене «рабочие всех наименований» пунктпа пĕрлештернĕ. Фермăра, уйри условисенче вăй хунисен ĕçĕ те «ял хушăмне» илме ирĕк парать. Анчах та административлă çуртсен тата ял хуçалăх предприятийĕсен пурте усă куракан вырăнĕсенче вăй хунă тапхăра /сăмахран, шкул, ача сачĕ, кантур тирпейлÿçи е хуралçи/ ял стажне кĕртмеççĕ. Çак сăлтавпах списокра бухгалтер, экономист, кассир, кадр пайĕн ĕçченĕ, секретарь-машинист должноçĕсем те çук. Пĕр сăмахпа каласан, професси е должноç ял хуçалăхĕнчи ĕçпе е производствăпа тÿррĕн çыхăнмалла.
— Чылай колхоз арканнă, архивсем те упранса юлман. Колхозниксен ял стажне çи-рĕплетме урăх май пур-и? 
— Çапла, Совет Союзĕ вăхăтĕнчи ултă ял хуçалăх организацийĕнче — колхоз, совхоз, машинăпа трактор станцийĕ, хресченпе фермер хуçалăхĕ, ял хуçалăх артелĕ тата колхозсен хушшинчи предприяти — ĕçленĕ тапхăрсем. Çак организацисенче 1992 çулччен ĕçленĕ тапхăра, профессие, специальноçа тата должноçа пăхмасăр, енчен те ĕçе Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурнăçланă пулсан, ял стажне кĕртеççĕ.
— Реорганизаци хыççăн унчченхи вырăнтах вăй хунă, анчах çĕнĕ должноçа ĕç кĕнекине çырса хуман колхозниксен мĕн тумалла-ха?
— Ĕç кĕнекинче должноç пирки çырман пулсан çакна çирĕплетекен сведенисене çырса хунă, йышăннă урăх документ та — приказсем, штат расписани-йĕсем, ĕçлекенĕн харпăр хăйĕн Т-2 формăллă карточки, ĕç килĕшĕвĕ — çителĕклĕ. Документпа организаци, унăн правопреемникĕ е архив учрежденийĕ тивĕçтерет.
— Енчен те професси списокра пур пулсан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес е пахча çимĕç ÿстерес отрасльте тăрăшнине çирĕплетмелле-и;
— Производство енĕпе ĕçленине палăртакан профессисене — доярка, пăру пăхакан, комбайнерсен бригадирĕ тата ыт. те — çирĕплетмелле мар. Ытти профессире /водитель, механик, агроном/ ял хуçалăхĕпе çыхăннине ĕнентермелле. Районти ял хуçалăх управленийĕн агрономĕ, ботаника сачĕн агрономĕ ял стажне кĕмеççĕ.
— Республика территори-йĕнче темиçе совхоз-техникум ĕçленĕ. Вĕсем пĕлÿ парас ĕçе пурнăçланипе пĕрлех выльăх ĕрчетнĕ, ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ. Çак организацисенче ĕçленисен «ял хушăмне» илме ирĕк пур-и?
— Çакăн пек учрежденисем Çĕрпÿ, Улатăр, Вăрнар районĕсенче пулнă. Совхоз-техникумра ĕçленĕ тапхăрсене, 1992 çулччен, ун хыççăн та, пахча çимĕç е выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшĕнче ĕçленĕ пулсан, ял хуçалăх стажне кĕртме пултараççĕ. Вĕсен тĕп ĕçĕ ял хуçалăхĕпе çыхăннине ертÿçĕсен документпа çирĕплетмелле.
— Паян ял хуçалăх стажне пухса хушма тÿлеве шанакансен мĕн пĕлмелле?
— Чи малтанах ĕç кĕнекинче, ĕç килĕшĕвĕнче, ĕçе йышăнни е куçарни çинчен калакан хушусенче должноçа списокра палăртнă пек çырса хуни кирлĕ. Иккĕмĕшĕнчен, 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçленĕ тапхăр стажне ял хуçалăх организаци-йĕсен отчечĕсене кура кĕртеççĕ. Списокпа килĕшсе тăракан должноçсенче тата производствăра ĕçленĕ тапхăрсем çинчен сведенисем тăратнă чухне «село» кода кăтартмалла. Малашне стажа çак сведенисем тăрăх шутлаççĕ.
— Ял хуçалăх производствинчи стажа мĕнле тапхăрсем кĕреççĕ?
— Ял хуçалăхĕнчи стажа шутласа пама ыйтсан чирленĕ вăхăта, отпуска, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсенчен пĕри ачана 1,5 çул тултариччен пăхнă тапхăра, анчах вăл пĕтĕмĕшле 6 çултан ытлашши пулмалла мар, кĕртеççĕ.
— Хулара пропискăра тăракан, анчах ялта пурăнакан пенсионера пенси çумне хушса тÿлеççĕ-и?
— Çакăн пек пенсионерăн ялта пурăннине заявленипе çи-рĕплетмелле. Çакă пенсие пурăннă вырăна çитерсе пама та кирлĕ. Заявление Пенси фончĕн клиент службинче е нумай функциллĕ центрта йышăнаççĕ. Ăна кашни çулах çĕнетсе тăмалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *