«Салтак тÿми» уйăхлăх

«Салтак тÿми» уйăхлăх

Чăваш Енре пурăнакан халăх сывлăхне упрас тата туберкулеза профилактикăлас тĕллевпе мартăн 24-мĕшĕнчен апрелĕн 24-мĕшĕччен республикăра «Салтак тÿми» уйăхлăх иртет. Акци вăхăтĕнче республикăра, районта нумай мероприяти ирттерме палăртнă. Сăмахран, мартăн 31, апрелĕн 7, 14, 21-мĕшĕсенче Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти туберкулеза хирĕç кĕрешекен тата сывлăх сыхлав учрежденийĕнче /Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 4-мĕш çурт, «В» корпус; Çĕнĕ Шупашкар хули, Силикатная урам, 3-мĕш çурт/; апрелĕн 7-мĕшĕнче Канаш хулинчи диспансерта /Люксембург урамĕ, 29-мĕш çурт/; апрелĕн 6-мĕшĕнче районти тĕп больницăра уçă алăксен кунĕ иртет. Пурне те флюорографи тăваççĕ, фтизиатр-тухтăр тата ытти специалистсем сĕнÿ-канаш параççĕ.

Н. МИННЕТУЛЛИНА,
врач-фтизиатр.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *